АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев çирĕп – спортран уйрăлмасть

01 сентября 2012 г.

Александр Архипов 1989 çулта Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере виççĕн ÿснĕ пулин те кашниех маттур та тĕреклĕ çитĕннĕ. Архиповсен икĕ ывăлпа пĕр хĕр тĕрĕс-тĕкел аталанса ура çине тăнă.– Саша – ачасенчен чи кĕçĕнни. Апла пулин те аппăшĕпе пиччĕшĕнчен пĕрре те уйрăлса тăмасть. Вăл та вĕсем пекех ăслă, çивĕч, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Кĕçĕн Тăванти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 2006 çулта Шупашкарти механикăпа технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. Шкулта ăс пухнă вăхăтрах компьютер технологийĕсемпе кăсăкланаканскер çак енĕпех специальность илме тĕллев лартнă. Техникумран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. 2009 çулта салтака кайма шутланă.

– Диплом илсен эпĕ çар ĕç комиссариатне хам ирĕкпе кайрăм. Салтак пăттине туянса пăхас килнĕ ĕнтĕ, – сăмах çăмхине сÿтнĕ май палăртрĕ çирĕм виççĕри çамрăк.

Повесткăна алла илсен хытă савăннă каччă. Акă вăл та арçын тивĕçне пурнăçлама каять вĕт. Александр Свердлов облаçĕнчи Елань хулинчи мотострелоксен çарне лекет. Ятарлă вĕренÿ витĕр тухса сержант званине тивĕçет. Спортра та палăрать. Усăсăр иртмен салтак пурнăçĕ. 2010 çулта çан-çурăм енчен çирĕпленсе килнĕ вăл тăван килне. Август уйăхĕнче хулара ĕçе вырнаçать. Кунпа çеç çырлахман-ха. Компьютер техникипе туслă пулнăран тата шкулта чухнех естествăлла наукăсемпе тачă çыхăну тытнăран, пĕлĕве тарăнлатма шутланă. Çавна май куçăмсăр майпа программиста вĕренме кĕрет. Заводра ĕçленипе пĕрлех вĕренĕве те аван шайлаштарса пырать. Спортзала та кашни кун тенĕ пекех çÿреме ĕлкĕрет. «Спортсăр пурăнаймастăп», – тет вăл.

А.Архипов пĕчĕк чухне аслисене пăхса ăмсаннă. Кĕлеткепе пĕчĕкрех пулнăран ялан турник çинче туртăннă. Хĕсмете кайиччен, техникумра вĕреннĕ вăхăтра, çăмăл атлетикăпа ăмăртусене час-часах хутшăннă. Ытти спорт енĕсене те кăмăлланă. Халĕ те спортзала çÿрет. Юлташĕсене те спорта явăçтарать. Чĕлĕм туртманран, эрех-сăрапа ашкăнманран пачах тепĕр майлă пурăнакансене чăтма пултараймасть.

Кăçал Саша иккĕмĕш курс пĕтерчĕ. Пиччĕшĕ 2005-2007 çулсенче Дагестан республикинчи Кизляр хулинче службăна ирттернĕ. Алена аппăшĕ хулара вĕрентекенре тăрăшать. Ĕçрен хăрамаççĕ çамрăксем. Кĕске вăхăтрах çĕр улми лартма та, утă çулса пуçтарма та, ытти ĕçсене пурнăçлама та пултараççĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика