АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕррисем уçăмлă, кăмăлĕ ырă

01 сентября 2012 г.

Хĕрарăм чун-чĕри тÿсĕмлĕ, çав вăхăтрах çепĕç те сисĕмлĕ. Чăтăмлăх, чун хавалĕ, киленÿ пулмасан хитре тĕрĕсем тăваймăн. Эренар ялĕнчи Литиния Никифорова чечексене чĕрĕлĕх кĕртет.Тĕрлеме юратакансем çекĕлпе çыхма кăмăллаççĕ. Литиния Григорьевнăна ку ĕçе çывăх тăванĕ хăнăхтарнă. Тĕрĕллĕ тата чĕнтĕрлĕ япаласене типтерлĕ вырнаçтарнă пÿрт ăшчикки питех те илемлĕ. Стенасенчи рамăсем ăшне «хупнă» илĕртÿллĕ чечексем кил хуçисене, килекен-каякансен чунĕсене ырăлăх кĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ вĕсем. Тĕрĕ ăсти чылай хĕрарăмсене тутăр тĕрлесе панă. Фермăра пăрусем пăхнă вăхăтра та, больницăра санитаркăра, шкулта техничкăра ĕçленĕ чухне те чун туртнă ĕçĕпе аппаланма вăхăт тупнă. Халĕ те алла йĕппе çип тытмасăр пултараймасть Литиния Никифорова. Художник тĕрлĕ сăрăсемпе ÿкерчĕк тăвать пулсан, вăл вара пусма çине эрешлет.

– Вĕтĕ чечексем тĕрленĕ тутăр – манăн малтанхи ĕç. Ăна чи хаклă япала вырăнне хурса хаклаттăм. Хамăн алăсемпе ăсталанă пысăк япаласем – сĕтел çивиттипе стена çине çакмалли кавир, – каласа парать ал çиччĕри тĕрĕ маçтăрĕ.

Лина тесе чĕнеççĕ ăна ялта. Вăл çынна пулăшма яланах хатĕр.

Литиния Григорьевнăпа Николай Георгиевич пиллĕк ача çитĕнтернĕ. Оксана хĕрĕ те амăшĕ пекех ал ĕçне кăмăллать.

А.ЗАХАРОВА,

Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика