05 сентября 2012 г.
Çанталăкĕ ăмăрлăрах тăчĕ пулин те Йăлкăш шкулĕ еннелле ачасем хаваслансах утрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те пухăннă кунта. Тăхăр сехет çитрĕ те пĕрремĕш шăнкăрав та янăрарĕ.Ачасем класăн-класăн шкулăн иккĕмĕш хутне йĕркеленсе тăчĕç.Пĕлÿ кунĕ ячĕпе савăнăçлă линейкăна шкул директорĕн çумĕ Эмма Антоновна Кузьмина уçрĕ. Уяв кунĕ ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ те шкул директорне Любовь Артемьевăна сăмах пачĕ.
– Хаклă ачасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, сире пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуриншĕн те ăнăçлă çулталăк пултăр, – терĕ Любовь Борисовна.
Савăнăçлă линейкăна районти информаципе методика центрĕн директорĕ Л.И.Петрова хутшăнчĕ. Людмила Ивановна, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа салам сăмахĕ каланă май, И.Н.Трофимова тата Н.Е.Тимофеева вĕрентекенсене, нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пырса ÿсĕмсем тунине палăртса, Хисеп грамоти парса чыс турĕ, ачасене мечĕксем парнелерĕ.
Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Матвеев, ветерансен канашĕн ертÿçи А.М.Михайлов та пухăннисене хĕрÿллĕн саламларĕç, вĕренÿре, ĕçре ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх, телей сунчĕç.
Çакна та асăнмалла, шкула кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ директор ертсе пыма тытăнчĕ. Пĕрремĕш класа вара пиллĕк вĕренекен килнĕ.
С.ИВАНОВА.