05 сентября 2012 г.
Районти вулавăшсем çулран çул çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пыраççĕ. Акă Юнтапа ялĕнчи библиотека та ыттисем пекех вулакансене нумай çĕннипе паллаштарать.Кунта заведующинче нумай çул Ольга Безрукова ĕçлет. Стаж вăтăр пилĕк çултан та иртнĕ. Ĕç вырăнне вăл пĕрре те улăштарман. 1977 çултанпах Юнтапара вăй хурать.
Кăçал Истори çулĕ пулнă май ял библиотекинче çак темăпа çыхăннă мероприятисем ирттерме планланă. Иртнĕ çулсенчи пекех кашни уяв валли мĕнле те пулин сценариллĕ мероприяти хатĕрлеççĕ.
О.Безрукова Юнтапа ял тăрăхĕнче чи нумай кĕнеке вулакансене палăртрĕ. Вĕсене ятранах асăнчĕ: В.Артемьева, В.Артамонова, В.Ефремова, Н.Жарков. Вулакансем хушшинче ытларах чăваш литературине кăмăллакансем. Ватăсем чăвашла кĕнекесене ыйтаççĕ. Шкул ачисем ют çĕр-шыв литературине, фантастикăлла тата историлле хайлавсене кăмăллаççĕ. Ватăсем кĕнекесене ушкăнпа та ларса вулаççĕ. Пĕри вуламашкăн илсе кайсан, тепри те ăна хыççăнах алла тытать. Кÿршĕ те каçса çав кĕнекенех ыйтма пултарать. Юнтапа ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе сакăр çĕр ытла вулакан. Çавна май пурте пĕр библиотекăнах çитеймеççĕ. Çавăнпа хăшĕ-пĕрисем Якунекассинче вырнаçнă библиотека пунктне кайса çÿреççĕ. Унта Зоя Константинова методист ĕçлет.
Юнтапа ялĕн библиотекине 2007 çулта юсав туса çĕнетнĕ. Унччен ĕç вырăнĕнче вулакансене те, библиотекарьсене те сивĕ пулни чăрмантарнă. Халĕ газпа усă курнă май кунта ăшă, çутă. Вулавăша çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ. Ытларах чăваш литературипе пуянланса пырать. Хальхи писательсен çĕнĕ произведенийĕсем те пур. Илĕртÿллĕ кĕнекене курсан чăнах та кĕске вăхăтра вуласа тухас кăмăл çуралать. Пĕчĕк ачасем валли те çĕнĕ юмахсем, сăвăсем, дисксем илсе килеççĕ.
Библиотекăра хаçат-журнал нумаййи курăнчĕ. Çулран çул вунă экземпляртан кая мар çырăнаççĕ. Библиотекăна кĕнекесем килсе тăни питĕ лайăх. Мĕншĕн тесен шкул ачине те, ял çыннине те, вĕрентекенсене те кирли тупăнсах, нумайлансах пырать. Медицинăпа çыхăннă кĕнекесем те, тĕрлĕ энциклопедисем те чылай. Компьютерпа вĕренмешкĕн те тĕрлĕ справочниксем туллиех.
Шел пулин те, хальхи саманара кĕнеке вуласси чакни сисĕнет. Ытларахăшĕ Интернетпа çыхăну тытаççĕ. Кунти библиотекăра та мĕн кирлине, кĕнеке çинче çуккине тупса парса пулăшаççĕ.
Çакна каламалла: кĕнеке вăл çыннăн тавракурăмне анлăлатать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.