АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте кĕтнĕ хаваслă уяв

05 сентября 2012 г.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕрремĕш шăнкăрав уявĕ. Ку вăл шкул алăкĕнчен кĕрекенсен чи кĕтнĕ кунĕ.

Çак кун Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта савăнăçлă линейка иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Лондонра анчахрах иртнĕ ХХХ Олимп вăййисене хутшăннă хамăрăн ентеш – Эренарта çуралса ÿснĕ Альбина Майорова пулчĕç.

Капăр тумлă, илемлĕ чечексем тытнă ачасем ретĕн-ретĕн йĕркеленсе тăраççĕ.

Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ Владислав Волков уçать. Вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов шкул ачисене çĕнĕ пĕлÿсемпе хăнăхусем илес енĕпе иксĕлми вăй-хал, умри тĕллевсене пурнăçлассинче ĕненÿпе шанчăклăх, вĕрентекенсене педагогика ĕçĕнче ÿсĕмсем, професси ăсталăхне малалла ÿстерес тĕлĕшпе çĕнĕ идейăсем сунчĕ. Александр Николаевич шкула баскетболла вылямалли 7 мечĕк парнелерĕ.

Çавăн пекех Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем салам сăмахĕсем каларĕç.

Аслă классенче вĕренекенсем шкула пуçласа килекенсене лайăх вĕренсе пыма сунчĕç.

Кĕçех пирвайхи шăнкăрав янăраса каять. Партăсем хушшшине 685 вĕренекен вырнаçса ларать, вĕсенчен 67-шĕ – пĕрремĕш класрисем. Элĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе Олимп вăййисене хутшăннă А.Майорова Олимп вăййисене тата паралимп юхăмне (Сочи-2014) халалланă урок ирттерчĕ. Паллă спортсменка хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ, Лондонри стартсене аса илчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика