АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă-и, юратнă шкул!

05 сентября 2012 г.

Хаваслă сăн-пит, чĕрĕ чечексен çыххисем, кăмăла çĕклекен юрă – çапла кĕтсе илчĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче Вутлан шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшĕсене.Шкул ачисем класăн-класăн йĕркеленсе тăраççĕ. Пуçласа шкула каякан ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те пур. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе савăнăçлă митинг уçăлнине пĕлтереççĕ. Шкул директорĕ Л.Никандрова сăмах илет.

– Сире пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пымалла пултăр. Ăнăçу пĕтĕмпех хăвăртан килет, – терĕ вăл.

Директор лайăх вĕренекенсене Хисеп грамотипе чысларĕ.

Район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин ачасене учительсене яланах тимлĕ итлеме, куллен пĕлÿ патне ăнтăлма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Вутлан шкулне нумай çул ертсе пынă А.Ананьев тата ыттисем те шкула пухăннисене Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламларĕç.

Кăçал Вутлан шкулне пĕрремĕш класа 5 ача килчĕ. Пĕрремĕш урок спорт çăлтăрĕсене халалласа иртрĕ.

Анатолий ГОРШКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика