08 сентября 2012 г.
Элĕкри «Видеомир» лавккана куллен çын кĕрет. Пĕрремĕш хутра акă тĕрлĕ холодильник, телевизор, микрохумлă кăмака, газ плити асăрхатăн. Ĕç хатĕрĕсем те чылай.
– Килекен çынна мĕн килĕшет – çавна суйлама пултарать. Кунтан чылайăшĕ пушă алăпа тухса каймаççĕ. Япаласен хакĕсем те çынсене тивĕçтереççĕ, – терĕ Алиса Филиппова сутуçă.
«Видеомира» кашни эрнере çĕнĕ промышленноç таварĕсем кÿрсе килеççĕ. Вĕсене тÿрех сутлăха кăлараççĕ. Çавăн пекех кĕпе-йĕм çумалли порошок та тĕрлĕрен – суйла кăна.
Иккĕмĕш хутра вара кĕпе-тумтир туянма пулать. Чăлха-нуски те пур. Сутуçăсем тарават, çын кăмăлне çавăрма пĕлеççĕ.
«Видеомир» лавккан алăкĕ ирхи сакăр сехет иртсен уçăлать.