АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейдсем иртеççĕ

08 сентября 2012 г.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăх йĕркине тытса пырас тĕллевпе час-часах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Сентябрь уйăхĕнче те республика пĕлтерĕшлĕ рейдсем пулаççĕ. Ĕнер, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче, «Ачасем» ятпа хăйне май тĕрĕслев пулчĕ. Ачасем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине тишкертĕмĕр, ку енĕпе ăнлантарассине те тĕпе хутăмăр. Сентябрĕн 14-16 тата 28-30-мĕшĕсенче «Ÿсĕр водитель» ятпа анлă рейдсем иртеççĕ.

«Çуран утакан тата çуран çÿрекенсем каçмалли вырăн» рейда 18-20-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. «Чукун çул урлă каçмалли вырăн» рейд 21-мĕшĕнче пулать. Çулленех иртекен «Автобус» тĕрĕслев вара – сентябрĕн 28-мĕшĕнче. Çав кунхинех автотранспорт предприятийĕсемшĕн профилактика кунĕ те иртĕ.

Г.КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика