АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă кулă çухалмасть

12 сентября 2012 г.

Йăлкăш шкулĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» ача-пăча пахчинче халĕ кунĕпех ачасен хаваслă сасси илтĕнет. Шăпăрлансем çуллахи каникул вăхăтне килĕсенче ирттернĕ пулсан, паян акă воспитательсемпе тата тантăшĕсемпе пĕрле.Шкул çулне çитменскерсене ача пахчинче питех те интереслĕ. Вĕсем валли мĕн тĕрлĕ тетте çук-ши; Пуканесем, машина-трактор – пурте илĕртÿллĕ. Ачасене вĕрентмелли пособисем те куç умĕнчех.

Пÿлĕмсенче – кăмăла çĕклекен ÿкерчĕксем. Ăмăр çанталăкра ачасем тула тухмаççĕ, вăхăта шалта ирттереççĕ.

Ача пахчинче паянхи кун виççĕн ĕçлеççĕ. Валентина Иванова, Инна Федотова воспитательницăсем тата вĕсене пулăшаканĕ Алевтина Павлова шăпăрлансем патĕнчен кунĕпе те уйрăлмаççĕ. Ачасене вулама, çырма вĕрентесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Куллен кунта çичĕ ялтан килеççĕ. Пĕчĕккисем валли условисем çителĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика