12 сентября 2012 г.
Эпир, Урпаш ялĕн ачисем, Çулавăç шкулне пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлĕве Крымсарайккăра илтĕмĕр. Пурнăç тени улшăнсах пырать çав. Халĕ асăннă вĕренÿ учрежденийĕсем вуçех те çук ĕнтĕ. Вĕсем вара пирĕн ÿсĕмрисемшĕн паллă вырăн йышăнчĕç. Шкулсемпе сывпуллашнă хыççăн пĕлĕве Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿстертĕм, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăтăм.
Учительница пуласси питех те яваплă. Çавна чун-чĕрепе туйса тăратăп. Ачасене асăннă предметсене юратма, çирĕп пĕлÿ илме пулăшассишĕн тăрăшатăп.
Лиана Михайловна Петрова директор ертсе пыракан коллектив ÿсĕмсем тунине пытармăп. Иртнĕ вĕренÿ çулне япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Вун пĕрмĕш класран çирĕммĕн – тăхăр арçын ачапа вун пĕр хĕр ача – вĕренсе тухрĕç. Класс ертÿçи пулнă май кашнинпех пĕр чĕлхе тупма тăрăшрăм. Йышра вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманни пулман. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕн тĕрĕслевĕ витĕр пурте ăнăçлă тухрĕç. Çиччĕшĕ вăтам шкула «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе пĕтерчĕç. Çав шутран иккĕшĕ – Ираида Михайловăпа Анастасия Еремеева ылтăн медале тивĕçрĕç.
Ку класс ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулчĕ. Мĕншĕн тесен кашнинче хăйне май пултарулăх палăратчĕ. КВН-сем, ăмăртусем пулнă-и – пĕри те пăрăнса юлман. «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисенче те активлăх кăтартрĕç. Район шайĕнче кăна мар, республикăри ăмăртусенче те парăнмарĕç вĕсем. Катя Макарова, Георгий Лукин, Нина Данилова, Леонид Федотов ячĕсене асăнма уйрăмах кăмăллă. Марина Никоноровăн, Анастасия Еремеевăн, Виктор Романовăн, Наташа Ивановăн сцена çинчи пултарулăхĕ тыткăнлатчĕ.
Пĕтĕмĕшле вĕренĕве модернизацилесси программăпа килĕшÿллĕн шкул тăррине улăштарса çĕнетесси кал-кал пулса пычĕ. Апат-çимĕç блокĕнчи условисене лайăхлатассипе те тимлерĕç. Аслă та çутă классенче вĕренме майсем çителĕклĕ.
А.РОМАНОВА,
Питĕшкасси шкулĕнчи вĕрентекен.