15 сентября 2012 г.
Республика Конституцине улшăнусем кĕртесси, чăваш чĕлхи, граждансене юхăннă çуртсенчен куçарма укçа уйăрасси – Министрсен Кабинечĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче çак ыйтусем тĕпре пулчĕç.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту – республикăн «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне 2013-2020 çулсенче пурнăçламалли тĕллевлĕ программа. Унпа паллаштарнă май вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче чăвашла-вырăсла пысăк словарь кăлармаллине асăнчĕ. Çавăн пекех шкул ачисене вĕренÿре пулăшакан кăларăмсем те кирлĕ – чăвашла атлассем таранах.
Михаил Игнатьев вĕрентсе хатĕрлекенсен шучĕ те вĕсен ĕç рынокĕнче кирлĕ йышĕ шайлашуллă пулмаллине çирĕплетсех каларĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков муниципалитет районĕсемпе хула округĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2011 çулхи ĕç-хĕлĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн республика бюджетĕнчен хавхалантарасси çинчен пĕлтерчĕ. ЖКХна реформăлама пулăшмалли фондран çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарма уйăрнă укçана районсемпе хуласене валеçсе пама йышăнчĕç.