АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕплĕхе кунсерен туптать

15 сентября 2012 г.

Вăрманкасра пурăнакан Александр Иванова ял шăпи пăшăрхантарнине ăнсăртран йĕркеленнĕ калаçуран ăнлантăм.– Тăван кĕтесре клуб ĕçлеменни чуна ыраттарать, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ виçĕ теçеткене пусăмланă çамрăк.

Çавах та хăй ялтан ниçта та тухса кайма шутламаннине пĕлтерчĕ.

Çемьере ачасенчен асли шутланнă май Саша икĕ çул каялла Вăрманкасрах пÿрт туяннă. Халĕ Галина мăшăрĕпе пĕрле ăна çĕнетессипе тимлеççĕ.

– Хам ятран çурт çĕклес ĕмĕт пысăк. Йĕри-тавра пахча йĕркелесе ярасшăн. Тĕрлĕ йышши йывăçсем хăйсен çимĕçĕпе Дашăпа Никита ачамсене савăнтарччăр. Пуçламăш ĕçсем пур ĕнтĕ, – терĕ Александр Юрьевич.

Икĕ ача ашшĕ вĕлле хурчĕсемпе те кăсăкланать. Çиччĕре чухнех вĕсемпе туслашнă вăл. Аслашшĕпе утарта ĕçленĕ вăхăтра хуртсем сахалах мар «йĕпленĕ» арçын ачана. Апла пулин те хурт-хăмăр патне пыма шикленмен. Халĕ 20-е яхăн вĕллепе ĕçлет кил хуçи арçынĕ.

– Пылшăн çеç тытмастăп хуртсене. Ĕçлеме интереслĕ, – калаçăва тăсрĕ А.Иванов.

Пыл хурчĕсене тытнă тапхăрта литература сахал мар вулать çамрăк. Çав вăхăтрах аслашшĕн сĕнÿ-канашне яланах асра тытать çемье пуçĕ.

– Вĕлле хурчĕсене сĕткен пухма халĕ япăхах мар. Хуçалăх арканнăранпа уй-хирти çĕрсем пушă выртаççĕ. Унта хыт-хурапа пĕрлех тĕрлĕ чечек ÿсет, – терĕ çамрăк.

«Волга» хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ вăл. Шупашкарта та пурăнса курнă.

– Ÿркенмен çын çеç пурнăçне ялпа çыхăнтарать, – çирĕппĕнех пĕлтерчĕ вăл.

Палăртнă тĕллеве яланах пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çирĕплĕх унра çарта чухнех туптаннă. Хăй вăхăтĕнче тинĕс çарĕн авиацийĕнче службăра тăнă.

А.Ю.Иванов халĕ ăсталăха куллен ĕçре туптать. Районти суд приставĕсен уйрăмĕнче судри йĕркелĕхшĕн яваплă вăл. Пĕрремĕш класлă референт шутланать.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика