АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье пуянлăхĕ ÿркенмен çын аллинче

19 сентября 2012 г.

Мĕн пĕчĕкренех ялта пурăннăран-и, çĕрпе ĕçлеме ачаллах хăнăхнă. Мăшăрпа малашлăха та ял хуçалăхĕпех çыхăнтарас тĕллевпе хăй вăхăтĕнче ятарлă пĕлÿ те илтĕмĕр. Иксĕмĕр те Вăрнарти совхоз техникумра вĕрентĕмĕр. Çакăнта пурнăç пире пĕр тĕвве çыхрĕ те темелле.Диплом илсен мăшăрăн тăван ялне, Мăн Вылăна таврăнтăмăр. Володя Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра агрономра, бригадирта тимлерĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсенчи çĕр-шыври пăтрануллă тапхăр ял хуçалăхне палăрмаллах ура хучĕ. Апла пулин те мăшăрпа пĕр шухăшлă пултăмăр, фермер хуçалăхне йĕркелесе ятăмăр.

1993 çулта икĕ пай çĕрне илсе уйрăлса тухрăмăр. Пахча çимĕçсене кăштахшар акса ÿстертĕмĕр. Кăтартăвĕ те япăхах марччĕ. Çапла майпа çĕр лаптăкне çултан-çул ÿстерсе пытăмăр. Паян эпир çирĕм гектар çинче ĕçлетпĕр.

Пурăнмалли кил-çурта хăтлăх кĕртессипе те сахал мар вăй хума тиврĕ. Çĕр çинчен пысăк тухăç илес тĕллевпе ир кÿлĕмех ĕçе пуçăнаттăмăр. Хамăр вăйпах купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман акаттăмăр. Вĕсене çумран вăхăтра тасатса тăнă. 2000 çулта çĕнĕ вырăнта кил-çурт тĕпрен çавăртăмăр. Пурăнмалли икĕ хутлă капмар çурт çĕклерĕмĕр. Малтанхи вăхăтра çĕрпе ĕçлессине Володьăпа иксĕмĕр çеç пурнăçлаттăмăр пулсан, пурăна-киле ачасене те ку ĕçе явăçтартăмăр. Эпир çĕрпе ĕçленĕрен-ши, Дима ывăлăмăр ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Çĕр ĕçне техникăсăр пурнăçлаймăн. «Хурçă ута» фермер хуçалăхне йĕркелесе янă хыççăнах туянтăмăр. Ытти агрегатсенчен те çулран-çул пуянланса пытăмăр. Вĕсемпе Володьăпа пĕрле икĕ ывăл ĕçлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх самăртасси çине те тимлĕх уйăрма тивет. Ĕнесене, вăкăрсене усрани, çулсеренех сыснасем çăвăрлаттарса сутни малалла талпăнма май парать.

Ирина ТИХОНОВА,

Мăн Вылă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика