АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хевтесĕррисем ахаль лармаççĕ

19 сентября 2012 г.

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти уйрăмĕн президиум ларăвĕнче ку таранччен туса ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Умри пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри вăл – авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче хевтесĕррисем хушшинче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесси. Кусем вĕсем – республика пĕлтерĕшлĕ тупăшусем, çак ăмăртусене темиçе районтан спортпа туслă инвалидсем килеççĕ. Вăйăсем «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртеççĕ.

Спорт уявĕн программи анлă та пуян. Инвалидсем дартстла, теннисла выляççĕ, йывăр япаласене те йăтса пăхаççĕ, коляскăпа çÿрекеннисем пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ, ал-ĕç ăстисем, тĕрĕ тĕрлекенсем хăйсен ĕçĕсене кăтартаççĕ. Питĕшкассинчи культура ĕçченĕсем «Хĕлхеме» пухăннисене хаваслă концертпа савăнтарĕç.

В.ГЕНННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика