АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле, пĕр тĕллевпе

22 сентября 2012 г.

Чылай çул каялла Тени салине направленипе çамрăк сывлăх ĕçченĕ килнĕ. Шура ятлăскер кунти фельдшер-акушер пунктĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, каярахпа ăна Элĕкри тĕп больницăна куçарнă.

Вăл Тенири Егор Григорьевпа пĕрлешнĕ, çемье йĕркеленĕ. Мăшăрсем ачасем йышлă ÿстернĕ. Халĕ вара тĕп килти пурнăçа Николай ывăлĕпе Алевтина кинĕ тытаççĕ. Юлашки вăхăтра çемье çурт-йĕре çĕнетессипе чылай вăй хунă. Çурта кирпĕчрен купаласа хăпартнă, выльăх сарайĕ те çирĕп. Малтан кивĕ вăрăм пÿрт пулнă вырăнта – лаçпа мунча тăрăхĕ.

Тени каччи сакăр класс пĕтернĕ хыççăнах Коми республикине çитиех кайма шикленсе тăман. Кунти юхан шыв техникумĕнче вĕреннĕ вăл, хыççăн пĕлĕвне икĕ çул ĕçлесе çирĕплетнĕ. Вăхăт çитсен салтак аттине тăхăнать. Службăна икĕ çул Германире ирттерет.

Çамрăк çар хыççăн Калининăри автошкулта водитель правине илет, тракториста та вĕренет. Çапла «Прогресс» хуçалăхра техника рульне алăран ямасть. Пушар деповĕнче те ĕçлет. Арçын аякри шапашкăсенчен те пăрăнса юлман.

Пурнăç çулĕпе юнашар утма мăшăрне аякра шыраман, Хирлеп Тенире тупнă вăл чуна килĕшнине. 1983 çулта Алевтинăпа иккĕшĕ пĕр çемьене чăмăртаннă. Çамрăк мăшăр малтанах Хирлепре тĕпленет. «Анне тăван киле чĕннĕренех, ăна пăхма çын кирлĕренех Тение куçса килтĕмĕр», – тет халĕ Николай Егорович. Çапла вара мăшăрĕн Алевтина Даниловнăн ĕçе çитме çулĕ те самаях кĕскелнĕ. Вăл Тени ял тăрăхĕнче специалистра ĕçлет.

Григорьевсем ывăлпа хĕре пăхса ÿстерсе, çунат хушса парса, аякка вĕçтернĕ. Алеша халĕ Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать. Алена хĕрĕ вара Мускавра поварта вăй хурать.

Пĕрле, пĕр тĕллевпе вăй хуни ăнăçу кÿрет Григорьевсене.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика