АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çут çанталăк тĕнчинче

26 сентября 2012 г.

Вăрман, унта пурăнакан чĕр чунсем çинчен ытларах пĕлес, унăн çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланас, тавракурăма анлăлатас, çут çанталăка юратма хăнăхтарас тĕллевпе Юнтапа шкулĕнчи пĕрремĕш класра вĕренкенсем пуçламăш классене вĕрентекен Л.Ландышевăпа пĕрле тĕлĕнмелле çулçÿреве тухрĕç. Вĕсем эпир пурăнакан планетăна сывлăш парса тăракан пуян тавралăха çул тытрĕç. Мĕн-ха вăл вăрман; Ку вăл питĕ пысăк пуянлăх, кайăксемпе чĕр чунсен çурчĕ, Çĕр-планетăн симĕс тумĕ. Вăрман – хăйĕн çимĕçĕсене пурне те парнелекен вырăн. Малтанах Людмила Геннадьевна ачасене вăрман пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса пачĕ. «Раççей çут çанталăкĕ» диска пăхса вĕренекенсем тавралăхăн биологи тĕлĕнтермĕшĕсене пĕлчĕç. Çулçÿрев вĕçĕнче Э.Фролов çыравçăн «Вăрман тата унта пурăнакансем» кĕнекинчи сăвăсем янăрарĕç.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика