26 сентября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 77-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указа алă пуснă.
Çак документпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăх пулăшăвне нумай ачаллă, çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш тивекен çемьесем кăна мар, нумай ачаллă, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пысăкрах, анчах Чăваш Республикинче пурăнакансен вăтам укçа тупăшĕнчен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем те илĕç.