26 сентября 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун Канаш районĕнчи Шелтем ялĕнче В.М.Краснов (вăл спорт министрĕ пулнă, спорт мастерĕ) парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче хăвăрт утассипе республика ăмăртăвĕ иртрĕ. Йĕркелекенĕсем, сăлая сăнаканĕсем йышĕнче утассипе палăрнă атлетсем – тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсемпе тренерсем, тĕнче класлă мастерсем. Элĕксем те пăрăнса юлмарĕç ку сумлă стартсенчен. Тавăт шкулĕнче вĕрентекен Н.П.Васильев тĕрлĕ çулхи ачасене илсе пычĕ. Эпĕ те ермешрĕм вĕсемпе.
8-мĕш класри Федор Никитин 2 çухрăма 20 мин та 30,8 çеккунтра вĕçлесе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. М.Комиссаров (9 кл), Т.Порфирьева (6 кл), Т.Борисова (3 кл), А.Герасимова (5 кл), А.Михайлов (6 кл) хăйсен ÿсĕмĕнчи инçĕшсене ăнăçлăн парăнтарчĕç. Шкул команди пĕтĕмĕшле пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. Эпĕ хам киленĕçшĕн 3 километр утрăм, япăх мар вăхăт пулчĕ.
Н.ЛАРИОНОВ.