АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма хĕрĕ хисепе тивĕçнĕ

29 сентября 2012 г.

Эренар ялĕнче, Дария Егоровна Егоровăпа Александр Михайлович Михайлов мăшăрсен çемйинче, 1947 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче хĕр çуралнă. Валя тесе чĕнме пуçланă ăна.Вунă ачаран пĕри кĕçĕнреххисен шутĕнче çитĕнет хĕр пĕрчи. Мĕнех тăвăн, çемье ытлă-çитлех пурăнман. Çавна май пысăк йыш, лайăххине шанса, Çĕпĕре куçса кайнă. Анчах унта та ырриех кĕтмен-ха вĕсене. Кил хуçисем ачисемпе пĕрле тăван кĕтеснех таврăннă. Çемьере тĕпренчĕксем енĕпе те пурнăçĕ ăнсах пыман-ха. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлса пынă. Мăшăрсем виçĕ ачапа кăна тăрса юлаççĕ. Кунĕсем, çулĕсем иртсе пынă май, икĕ хĕрпе ывăл ÿссе аталансах пынă.

Валентина Иванова Тени шкулĕнче тăрăшсах вĕреннĕ. Спортпа та çывăх туслашнă. Хăвăрт чупассипе те класра малтисен шутĕнче пулать. Çавна май вăл час-часах ăмăртусене те хутшăнать.

Йывăрлăхран

хăраман

– 1963 çулта, саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн, сентябрĕн пĕрремĕшĕнче манăн тантăшсем шкула кайрĕç. Эпĕ вара – ялти сысна фермине. Кунта ĕçлеме çăмăлах пулмарĕ. Пĕтĕмпех алă вĕçĕн пурнăçланă. Эпĕ, пĕчĕк кĕлеткеллĕскер, йывăррине туйсах тăраттăм. Çапах шарламан, тÿснĕ, – аса илчĕ Валентина Александровна.

Выльăх пăхакансем кĕçех çут çинчи кивĕ фермăран çĕннине – кÿлĕ хĕррине куçаççĕ. Кунти хăш-пĕр механизмсемпе усă курма пуçлаççĕ. Çавна май выльăхсене пуянрах рационпа та тăрантарма май килнĕ.

– Ирхине виçĕ сехетсенче ĕçе тытăннă та, яра кун фермăран уйрăлман, – ĕçĕ хĕлĕпе паллаштарчĕ Валентина Иванова.

Валентина Александровнăпа юлташĕсем пăхакан выльăхсем талăкра 400-шер грамм ÿт хушса пынă. Çапла Эренарти сысна ферми районта мала тухать. Сыснасене пăхса усранă çĕрте вăтăр çичĕ çул вăй хунă Валентина Иванова. Ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмран ырă сĕнÿ, канаш илнĕ ыттисем. Ахальтен мар «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та, парнесене те тивĕçет.

Пилĕк ача амăшĕ

Ятлă хĕре ялтан кăлармаççĕ теççĕ те, Валентина та Эренарах качча тухса çемье çавăрнă. Пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Кашнине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме вăй-хал çитернĕ. Ăна ку енĕпе амăшĕ те нумай пулăшнă.

– Манăн ачасем ĕçлеме ÿркенмен. Аслăраххисем пĕчĕккисене пăхатчĕç. Килти хуçалăхри ĕçсене вĕсемех пурнăçлатчĕç. Черетпе ĕне сăватчĕç, апатне те пĕçеретчĕç, – кăмăлтан калаçрĕ утмăл пиллĕкри хĕрарăм.

Кашниех ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, хăйсен «йăвисене» те çавăрнă. Акă Альбина хĕрĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусене, Олимпиадăсене хутшăнса ÿсĕмсем тăвать. Анчахрах вăл Лондонри çуллахи ХХХ Олимп вăййисенчен те çитĕнÿпе таврăннă.

– Кĕрÿпе иккĕшĕ хĕр ÿстереççĕ. Нумаях пулмасть-ха пĕчĕк Оля пилĕк çул тултарчĕ, – пĕлтерчĕ хисеплĕ хĕрарăм.

Унăн мăнукĕсем нумай-ха. Килĕнче кăна Гриша ывăлĕпе Люба кинĕн Таньăпа Саша пур. Вĕсем асламăшĕпе питĕ туслă, ăна пулăшма ÿркенмеççĕ. Валентина Иванова, сывлăхĕ самаях хавшанă пулин те, ырă шухăш-кăмăлпа пурăнать.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика