03 октября 2012 г.
Халĕ ялсенче ĕне тытакансен йышĕ сахаллансах пырать. Çакна ахаль куçпах курма пулать. Ватăраххисен вăй çитмест, çамрăк çемьесем асапланасшăн мар ĕне выльăх тытса. Çийĕнчен тата сахал мар çамрăк республика тулашне ĕçлеме çÿрет. Çавăнпа ĕнесен йышĕ катăлсах пырать çулран çул.
Вутланти Зеленая урамра, авă çирĕм ĕне кăна юлнă çынсен кил хуçалăхĕсенчен. Каплах пырсан, ял-ялĕнче ĕнесем сайра тĕл пулакан е пĕтсе пыракан выльăхсен шутне кĕрĕç вĕт. Телевизор пăхатăн та, хуларан яла пынă мăнукĕсем ĕне тытакан асламăшĕ сĕтел çине лартса панă çăра хăймана епле юратса та хапăлласа тутанаççĕ. Анчах хăйма мĕнле пулнине пĕлеççĕ-ши хăть; Хăй тĕллĕн пулмасть-çке вăл. Чи малтанах килте ĕне усрамалла, ăна валли тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлемелле тата ĕнене çулла та, хĕлле те пĕр пек лайăх пăхса усрамалла. Вара, чăнах та, сĕтел çине кăларса лартма ĕне выльăх юр-варĕ çителĕклĕ пулĕ. Тен, ытлашширех сĕт-çăвне сутса кăштах хушма укçа-тенкĕ тума та май килĕ. Чăн та, халăхран сутăн илекен сĕт хакĕ çав-çавах тивĕçтерсе каймасть, ăна йÿнĕпе туянаççĕ.
Ольга ЧЕРНОВА,
Вутлан.