АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул яваплă ĕçре

03 октября 2012 г.

Торпкассинче пурăнакан Ольга Григорьевна Павлова хĕрĕх çул медсестрара ĕçленипе паллă. Ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçланă хăй вăхăтĕнче вăл. Халĕ вара тивĕçлĕ канура. Мăнукĕсене пăхса ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ.

Ольга Григорьевна 1938 çулта Тури Выла ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1957-1958 çулсенче Шĕмшешри больницăра ĕçленĕ. Çавăнтан пуçланнă та унăн çынсене сыватасси. 1959-мĕш çулта вара вăл Элĕкри тĕп больницăра ĕçе пикеннĕ. Чи малтанах О.Павлова хирурги уйрăмĕнче тăрăшнă. Çирĕм çул çынсене сыватса ура çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хунă. Каярахпа вăл терапевт кабинетне куçнă. Кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех инфекци уйрăмĕнче вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ.

Трахома чирĕпе кĕрешнĕ

Ольга Григорьева хăйĕн ĕçне питĕ юратнă. Пĕтĕм халăхшăн, вĕсем мĕнле те пулин сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшнă. Ĕлĕкрех, акă, тухтăрсем темĕнле чире те пĕтернĕ. Сыватма тăрăшнă. Çитменнине Ольга Григорьевна Элĕкре ĕçлеме пуçласан, районта питĕ йывăр чир «çÿреме» тытăнать. Чылай çын вăл чирпе аптăрать ун чухне. Çавна пула хушма стационарсем те уçнă.

Трахома чирне пĕтерес тĕллевпе çынсене пуха-пуха сыватма тăрăшнă. «Больницăран тухса таратчĕç хăшĕ-пĕри. Çавăншăн вĕсене милицисемпе те тытса килсе сыватмăша хупнă», – тесе пĕлтерчĕ çитмĕл пиллĕке пусăмланă Ольга Григорьевна.

Енчен те çав чире пĕтермесен вăл татах та вăйлăрах сарăлса кайма пултарнă. Ирĕксĕрех çынсене вăйпа сыватнă. 7-8 çул хăрушă чирпе кĕрешнĕ хыççăн ăна аран-аран тенĕ пек пĕтерме пултарнă сывлăх ĕçченĕсем.

Икĕ хĕрĕ те – вĕрентекен

О.Павлова 1963 çулта Торпкасси ялне качча килнĕ. Паянхи кун та вăл çакăнтах мăшăрĕпе пĕрле пурăнать. Виçĕ ача – икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем. Аслă хĕрĕ Элĕкри вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Валентина Запасова ачаранах ĕмĕтленнĕ, ÿссен вара педагог профессинех суйласа илнĕ. Павловсен иккĕмĕш хĕрĕ Алиса Йĕпреç районне качча кайнă. Унти шкултах ĕç вырăнĕ те ăна валли тупăннă. Халĕ вăл çавăнтах ачасене вĕрентет. Ольгăпа Геннадий Павловсен Алексей ывăлĕ те пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Вăл Элĕкри вăтам шкулта завхозра тимлет.

Ольга Григорьевнăн мăшăрĕ Геннадий Павлович та хĕрĕх çул майлă электрикра вăй хунă. Унсăр пуçне вăл трактор, комбайн штурвалне те темиçе çул тытса пынă. Ольгăпа Геннадий Павловсем аллă çул майлă пĕрне пĕри юратса, ăнланса пурăнаççĕ. Килĕнче выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Иккĕшĕ вăраххăн кил-картишĕнче кĕштĕртеткелесе ватлăха ирттереççĕ. Ольга Григорьевнăна пархатарлă та ответлă ĕçсенче нумай çул ĕçленĕшĕн медальсемпе (значок) паллăсем панă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕн те хисеп хучĕсемпе медальсем чылай.

Павловсен ултă мăнук. Ватăсем хăйсен мăнукĕсем те ÿссе çитсе, вĕренсе тухса, халăхшăн усăллă çынсем пуласса шанаççĕ.

С.КИРИЛЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика