03 октября 2012 г.
Мĕнле ирсĕр, чунсăрлăх хуçаланакан вăхăтра пурăнатпăр-ши; Ватта сума сăвакан хăй те ватă пулнă, ватта хурлăх тăвакан хăй те хурлăх курнă. Ватта çапсан алă хăрать. Çак сăмахсене нумайăшĕ хальхи вăхăтра асра тытмасть те пулĕ, тен пĕлмест те кун пек каларăшсене. Çавăнпа та ватă çине алă çĕклеççĕ те. Анчах та чавса çывăх та, çыртма çук. Ÿсĕрле хирĕçнĕ хыççăн урăлса çитсен кăна ÿкенеççĕ, хăйсем мĕн туса хунине ăнланмасăр каçару ыйтасси пирки пачах манаççĕ.
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуçа пăхса тухнă. Питĕшкасси ялĕнче пурăнакан Л. çав кун каçхи пилĕк сехетре самаях хаяррине пушатнă. Çавна май килĕнче пĕрле пурăнакан çывăх çыннипе хирĕçÿ пуçарнă. 1936 çулта çуралнă амăшне хĕнеме пикеннĕ. Арçын тарăхăвне ниçта «чикейменнипе» ăна питĕнчен тата кĕлеткерен çапса пĕтернĕ.
Кунпа çеç çырлахман-ха ирсĕрскер. Хăйне кун-çути парнеленĕ амăшне самаях хирĕçнĕ хыççăн вĕлерессипе те хăратма хăяйнă. Хаяр калаçу вăхăтĕнче Л. аллине çур литр кĕрекен пушă кĕленчене ярса тытса ăна вĕлерессине пĕлтернĕ. Ватăскер ывăлĕн сăмахĕсене чăна илнĕ, çавăнпа та районти полици уйрăмне шăнкăравланă.
Е.АНДРЕЕВ,
Юнтапа ял тăрăхĕн участок уполномоченнăйĕ.