10 октября 2012 г.
Мониторингăн наци служби никама пăхăнман политикăн тĕпчев институчĕпе пĕрле Раççей субьекчĕсен пуçлăхĕсен авăн уйăхĕнчи информаци уçлăхне тĕпе хурса черетлĕ медиа-рейтингне хатĕрленĕ. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн 83 регионĕн ертÿçисем хушшинче 35-мĕш вырăн йышăннă.
Вăл Мускав облаçĕн кĕпернатăрĕнчен Сергей Шойгуран, Тутар Республикин Президентĕнчен Рустам Миннихановран, Санкт-Петребург кĕпернатăрĕнчен Георгий Полтавченкоран иртсе кайнă. Раççей субьекчĕсен пуçлăхĕсен информаци уçăлăхĕн рейтингне палăртнă чухне ертÿçĕсем хăйсем тÿрремĕн тухса калаçнă тата вĕсем çинчен сăмах майăн каланă информацисен шайлашăвне тĕпе хунă.
Чăваш Енре те республикăри ĕç тăвакан влаçăн органĕсен ертÿçисен информаци уçăлăхне шута илеççĕ. Ăна министерствăсемпе патшалăх комитечĕсем çинчен массăлла информаци хатĕрĕсенче мĕн чухлĕ асăннине тата ведомствăсен сайчĕсенчи информацисене кура шутлаççĕ.
Чăваш Республикинчи информаци политикин Министерствин кăтартăвĕсем тăрăх авăн уйăхĕнче информаци енчен чи уçă ведомствăсенчен строительство Министерстви пулнине палăртнă. Электронла правительство, www.cap.ru портал, пĕтĕм çĕр-шыври ĕç тăвакан органсен сайчĕсенчен чи нумай усă куракан пилĕк сайт йышне кĕрет. Ĕç тăвакан органсен йышĕнче 3-4-мĕш вырăнсене йышăнать.