10 октября 2012 г.
Атмалкасси маншăн чи хаклă кĕтес. Ачалăхăм та кунтах иртнĕ. Мăн Вылăри вăтам шкула пĕтерсен вăхăтлăха специальнăç алла илме çеç ялтан тухса кайнă. Хамăн юратнă пĕчĕк çĕршывран хитрине, ыррине тупайманран Атмалкасси ялне качча тухрăм.
Пĕр вăрăм урамран тăрать ял. Атмалкассинче пÿрт çĕклекенсем те пур. Акă пĕлтĕр Васильевсем икĕ хутлă капмар çурт хăпартрĕç. Ялта ытларах вăтам çулхисем пурăнаççĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран арçынсемпе яшсем Мускава, Чул Хулари строительство ĕçĕсене тухса çÿреççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсем нумай. Унччен ялта лашасемпе ытларах ĕçлетчĕç пулсан, халĕ чылайăшĕ мотоблокпа çĕр ĕçне пурнăçлать. «Хурçă утсен» шучĕ те çулсеренех ÿсет.
Атмалкасси ялĕн пуласлăхĕ çамрăксемпе ачасенче. Иртнĕ çулăн авăн уйăхĕнче Владимирпа Алена Федоровсен çемйине çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕнĕччĕ. Раштав уйăхĕнче Валерийпе Дина Васильевсен йыш хушăннăччĕ, Александрпа Ольга Казаковсем те кăçалхи пуш уйăхĕнче пĕчĕк пепке «туянчĕç». Шкул сукмакне такăрлатакансем те ялта йышлă пулни савăнтарать. Атмалкассисем каччăсене çулсерен çĕршыва хÿтĕлеме ăсатнине те асăнмасăр иртме çук. Иртнĕ çулхи çурхи призывра умлă-хыçлă тăватă яш çар ретне тăчĕç. Иван Пузырников, Митрофановсен Мишăпа Саша ывăлĕсем салтак аттисене тăхăнчĕç. Ывăлăм та аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн службăна ирттерме кăмăл туни савăнтарать.
Хĕрсем шкул пĕтереççĕ те хулана çул тытаççĕ. Унтах пулас мăшăрĕсене тупаççĕ. Акă иртнĕ кĕркунне Михайловсен хĕрĕ, качча тухнă май, ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса кайрĕ. Çавăн пекех Сорокинсен хĕрĕ те çемье çавăрчĕ.
Ялти пурнăçа çав тери япăх темелле мар-ха. Çут çанталăк газĕпе, шывпа усă куратпăр. Ялта колонкăсем ĕçленĕ май таса шыва килĕренех пÿрте кĕртнĕ. Вĕри шыв та ал айĕнчех. Анчах та ялта çул çукки канăç памасть чылайăшне. Анатри урамра çул кăштах тикĕсрех пулсан та тура шыв юхнăран шырланланса кайрĕ. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче ял хушшипе техникăпа çеç мар, çуран утса тухма та йывăр.
В.КУЧКОВА,
ял старости.