АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ывăл, виççĕшĕ те çар службине тăсаççĕ

10 октября 2012 г.

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси, салтак аттине тăхăнасси – кашни сывлăхлă çамрăкăн тивĕçĕ шутланать. Пĕрре хĕсмете кайса килнĕ каччăсем тепĕр хут контракт мелĕпе службăна тăсас тĕллевлисем хальхи вăхăтра сахалах теме çук.

Атмалкасси ялĕнче Пузырниковсен çемйинче виçĕ ывăл ÿссе çитĕннĕ. Виççĕшĕ те маттур, тĕреклĕ. Чи асли – Александр, 1990 çулта çуралнă. Пĕчĕкренех юрра-ташша юратнă. Унăн ашшĕ те ташлама кăмăллать. Асламăшĕ те хитре юрланă, илемлĕ ташланă. Çак туртăм арçын ачана та куçнă. Çавăнпах шкул хыççăн музыка училищине кайма шутланă. Унтан вĕренсе тухсан 2010 çулта салтак ячĕ тухнă. 1992 çулта çуралнă шăллĕпе пĕрле пĕр кунра çара кайма тивнĕ. Анчах шкул пĕтернĕ Дениспа иккĕшĕ пĕр çĕре лекмеççĕ. Саша Чулхулара пулсан, шăллĕ урăх çĕрте.

Пиччĕшĕсем килнĕ çĕре Иван та, чи кĕçĕнни, вун сакăр çул тултарать. Шкул сакки çинчен ансан тÿрех салтака ăсатаççĕ ăна. Каччă Мурманск хулине лекет. Ăна тинĕс çар флотне илеççĕ. Вăл «Кузнецов адмирал» корабль çинче службăна ирттерет. 2011 çулта кайнăскер кăçал çартан киле таврăннă. Нумаях та килте пурăнман, август уйăхĕнче Саша пиччĕшĕпе пĕрле çар ретне тепĕр хут тăма контракт çырнă. Унччен маларах Денис та контракт мелĕпех салтака кайнă. Вĕсем халĕ пурте Шупашкарта службăна ирттереççĕ. Кунпа пĕрлех ывăлсенчен пĕри – Денис – хулара пĕр институтра машина тăвакансен факультетĕнче куçăмсăр майпа иккĕмĕш çул вĕренет.

Ашшĕпе амăшне кура ачисем те маттур. Акă Валентина Пузырникова 1989 çултанпах Ураскилтре медсестрара ĕçлет. Çирĕм виçĕ çул вăрăм çула такăрлатать Валентина Ивановна. Тăрăшулăхпа, хастарлăхпа ĕçре те, килте те, ял-йышра та палăрать.

Çамрăклăха аса илес пулсан, мăшăрĕ – Владимир Зиновьевич – салтак пурнăçне Монголи чиккинче ирттернĕ.

Мăшăрсем хăйсен ачисем обществăшăн та усăллă çынсем пулнишĕн хĕпĕртеççĕ.

Саша çемьеллĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшне икĕ мăнук парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Контрактпа пулнă май каччăсен хуларах пурăнма тивет. Яшсем тăван яла манмаççĕ, канмалли кунсенче юратнă çыннисем патне васкаççĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика