АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăпа паллашнă

17 октября 2012 г.

Тени шкулĕнче «Кĕнеке патшалăхĕ» ятпа экскурси иртнĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçипе Надежда Андреевнăпа библиотека тăрăх çул çÿреве тухнă. Библиотекăн кашни залĕ ачасене нумай вăрттăнлăх уçса панă. Шкулта вĕренекенсем библиотека мĕншĕн кирлине, вулав залĕнче мĕнле кĕнекесем пулнине пĕлнĕ. Çавăн пекех кĕнекесемпе асăрханса усă курмаллине ăнланса илме пултарнă.

Ачасем библиотекăпа интересленсе паллашнă. Вĕсенче ырă кăмăл-туйăмсем çуратнă. Кашни вĕренекен хăй килĕштернĕ кĕнекене суйласа илнĕ. Ăна вуласа тухма шантарнă.

Кĕнеке çывăх тус юлташ пулнине ачасем аван ăнланаççĕ, çавăнпа та вĕсем вулама юратаççĕ, хăйсен тавра курăмне анлăлатаççĕ.

В.НИКИФОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика