17 октября 2012 г.
Элĕк райповĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пырать. Ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе усă курма тăрăшаççĕ, лавккасене юсаса илемлетеççĕ.
Акă Элĕкри «Пельменная» кафепе юнашар капмар çурт çĕкленме пуçланине райцентра килекенсенчен чылайăшĕ асăрхарĕç ĕнтĕ. Çĕнĕ объект, строительсем тимленĕрен, тĕсне улăштарсах пырать. Ăна кам тутарать, тетĕр-и; Элĕк райповĕ паллах. Суту-илÿ центрĕ хута кайсан район центрĕ татах та илемленĕ. Унччен вара строительсем палăртнă тĕллеве пурнăçлассишĕн тăрăшĕç.
Тунти кун çĕнĕ объект тунă çĕрте Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов пулнă. Райпо ертÿçи Юрий Харитонов Валерий Михайловича кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, строительство япăх мар пырать. Хăна строительствăпа кăмăллă юлнă.
А.ПЕРОВ.