17 октября 2012 г.
Чартак ялĕнче пурĕ вăтăр пĕр кил çеç пулсан та, кунта çуллахи вăхăтра ача-пăча сассипе урам тулать. Пĕр урамран кăна тăракан ялта ытларах вăй питти çынсем пурăнни палăрать. Темиçе çул каялла çамрăксем те йышлă пулнă кунта. Халĕ ĕнтĕ вĕсем нумайăшĕ килтен аяккалла тухса кайса пĕтнĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне çу кунĕсенче, каникул вăхăтĕнче, ачи-пăчисене канма килсе яраççĕ. Çавăнпа шăпăрлансен шучĕ ÿсет те.
Чартакран шкула çÿрекенсем сахал. Садике иккĕн çеç каяççĕ. Кусем Федоровсен тата Павловсен çемйисенчи арçын ачасем. Шкул сакки çинчи ачасем Питĕшкассине пĕлÿ илме çÿреççĕ.
Яла пырса кĕрсенех ачасен пĕчĕк лапамне асăрхарăмăр. Ивановскийсен килĕ умĕнче шăпăрлансене валли вылямалли пĕчĕк пÿрт туса лартнă. Ăна пĕр 3-4 çул каялла йывăçран ăсталанă. Тĕрлĕ сăрăсемпе илемлетнĕ. Картлашкапа хăпарса ярăнса анмаллине те яка фанерсенчен çапнă. Юнашарах чуччу вырнаçтарнă. Кунта ачасене валли темĕн те пур. Çавăнпа çулла та, хĕлле те ачасем йышлă ял пуçĕнче.
Пĕчĕккисем пур-ха Чартак ялĕнче, анчах аслăраххисем çукпа пĕрех. Салтака каякансем те курăнмаççĕ. Ăçтан пулччăр ĕнтĕ вĕсем; Енчен те шкула каякан та 3-4 ача кăна пулсан. Акă кăçал май уйăхĕнче Алексей Трофимов çартан таврăннă. Унтанпа салтак юрри илтĕнмен ялта. Халĕ вăл пĕр фермер патĕнче ĕçлет. Çуралакансемпе туй тăвакансем питĕ сайра. Ку тăрăхра юлашки çулсенче çĕнĕрен пÿрт çĕклекенсем те пулман.
Вырăнти халăх пĕлтернĕ тăрăх – шыв ыйтăвĕ çивĕчех мар. Кашни килтех çăл пур. Ял пуçĕнче тепĕр кивĕ пусă куç тĕлне пулчĕ. Малтанхи çулсенче ялта виçĕ колонкăран çынсем шыв илнĕ. Колхоз пĕтсен вара вĕсене пĕтернĕ, башнине те пăсса илсе кайнă.
Ĕçлеме ÿркенмесен пĕчĕк ялта та пурăнма пулать. Кунта вĕлле хурчĕсемпе аппаланакансем пур. Демьяновсем хурт-хăмăр темиçе çул ĕрчетеççĕ. Килĕренех тенĕ пек мотоблоксем. Сергей Григорьевăн мини-трактор пур.
Чартакра сурăх усракансем чылайăн. Ĕнесем вара çирĕммĕн çеç касăва каяççĕ. Ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх – кунта урăх çĕртен куçса килнисем те тупăнаççĕ. Чи çамрăк çемье – Сидоровсем. Ялта самай кĕçĕнни те вĕсен шăпăрланĕ Кирилл шутланать. Çуралакансем сахал-ха, анчах та пур. Апла пулсан ача-пăча сассинчен ял татăлмĕ, сăн-сăпатне çухатмĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.