АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕплĕхĕ те сахал мар кирлĕ

20 октября 2012 г.

Çырăнтару тапхăрĕ пынă май Ураскилтри çыхăну уйрăмĕнче пултамăр. Ял пуçĕнче сулахай енче ларакан унчченхи хуçалăх правленийĕ пулнă çуртра вырнаçнă вăл.

Почтăра паянхи кун виççĕн ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – Ольга Николаевна Козлова – коллектива вунă çул ертсе пырать. Унсăр пуçне икĕ почтальонка халăха хаçат-журналпа тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Хаçат валеçес ĕçре Любовь Баринова пĕр теçеткене яхăн вăй хурать. Вăл Шĕнтреш, Кĕçĕн Тукташ тата Мăн Тукташ ялĕсенче пурăнакансене тĕрлĕ хаçат-журналпа тивĕçтерет.

Александра Иванова кунта ĕçлеме пуçлани çулталăка яхăн кăна. Вăл Ураскилт ялĕнче пичет кăларăмĕсене валеçессипе яваплă. Çыхăну уйрăмĕнче тепĕр çын çитменрен Ольга Козлова ун тивĕçĕсене хăех пурнăçлать. Тури Выла ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналсемпе тивĕçтерме кашни кун васкать.

– Ольга Николаевна, ял халăхĕ ытларах хăш хаçатсене çырăнать;

– Çыхăну уйрăмне тĕрлĕ хаçат-журнал пин экземпляр майлă килсе тăрать. Кашни хăйĕн кăмăлне кура суйласа илет. Акă районти «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнса илекен сахалах мар. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçатне» кăмăлтанах çырăнаççĕ. Ытларах аслăрах çулсенчи çынсем хаçат вулама юратни сисĕнет. Ытти изданисене те çырăнса илекенсем те йышлă. Ача-пăча валли темĕн тĕрлĕ журнал пур.

– План тултарасси йывăр мар-и;

– Кашни çырăнтару тапхăрĕнчех эпир плана тултарса пыратпăр. Почтальонсен ĕçĕ çăмăл мар пулин те, тухса çÿреймен ватăсем патне кайса çырăнтарма тăрăшатпăр. Çавăн пекех çыхăну уйрăмĕнче хушма тавар сутассине те йĕркеленĕ.

Газпа электричество тÿлевне йышăнатпăр. Ача амăшĕсене ача пособине парассине те вăхăтра пурнăçлатпăр. Паянхи çыхăну уйрăмне çамрăксемпе шкул ачисемшĕн информаципе тивĕçтерекен центр та теме пулать. Малтанхи çулсенче ачасем час-часах компьютерпа усă курма килетчĕç. Халĕ ĕнтĕ кашни килте тенĕ пекех Интернет пур.

Вунă çул почтальон сумкине йăтса çÿрекен Ольга Николаевна кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултарать. Хĕрарăм ĕçтешĕсемшĕн юлташ та, ĕçлеме хавхалантаракан та.

Çыхăну ĕçченĕн ĕçĕ çăмăл тееймĕн. Яваплăхпа пĕрлех çирĕплĕхĕ те сахал мар кирлĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика