27 октября 2012 г.
Элĕк райповĕ Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсен территорийĕсенче пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Çакă райпо канашĕн ертÿçи Юрий Харитонов уполномоченнăйсен пухăвĕнче 5 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе тунă докладра яр-уççăн палăрчĕ.
– Юлашки пилĕк çул, экономика енĕпе илсен, çăмăлах пулмарĕ: конкуренци вăйланчĕ, электроэнерги, топливо хакĕсем ÿсрĕç. Пĕр вĕçĕмсĕр улшăнса тăракан условисенче райпо канашĕпе правленийĕ пурнăçри лару-тăрăва тĕрĕс пĕлсе тăчĕç, ĕçе ăнланса йĕркелесе пычĕç, – терĕ Юрий Александрович.
Вăл юлашки 5 çулта райпо обществăлла апатлану тата суту-илÿ предприятийĕсен 50 объектне тĕпрен юсанине тата çĕнĕрен тунине пĕлтерчĕ.
– Эпир тупăшăн пысăк пайĕпе ял лавккисене юсас, реконструкцилес, çĕнĕрен тăвас, газ кĕртес, паха оборудовани туянас тĕлĕшпе усă куратпăр, – палăртрĕ докладчик. – Кăçалхи тăхăр уйăхра кăна юсав ĕçĕ çине 7,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Ял лавккисем хуларинчен кая пулмалла маррине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа тавар ассортиментне пуянлатса пыраççĕ. Кĕçĕн Тăванти, Вырăс Сурăмĕнчи лавккасем тавара ирĕклĕ суйламалли мелпе ĕçлеççĕ. Халăха хушма тупăш илме пулăшас тĕллевпе те пысăк ĕç тăваççĕ. Сĕт, аш-какай, килти хуçалăхра туса илнĕ ытти продукцие туяннисĕр пуçне кивĕ хут, çĕтĕк, çăм, тир пухаççĕ. Эмел курăкĕсем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Райпо тытăмĕнчи улма-çырла комбиначĕпе çăкăр завочĕ хăйсен хăватне çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Ку предприятисенче пахалăх тĕп вырăна тухса тăрать.
Райпо ĕçченĕсем спорт ăмăртăвĕсене те активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Юрий Александрович çитес çулхи тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Тĕп задача вăл – ку таранччен тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмалла мар, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле тата ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла.
Хыççăн пухăннисем доклада сÿтсе яврĕç. Вĕсем пурте райпо ĕçне ырларĕç, ÿлĕмрен те ăнăçу сунчĕç.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вăл – райпо канашĕн ертÿçине суйласси. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ертÿçĕ пулма Ю.Харитонов кандидатурине сĕнчĕ. Юрий Александрович юлашки çулсенче райпона аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе ыттисем те килĕшрĕç. Çапла вара тепĕр 5 çуллăха райпона ертсе пыма Юрий Харитонова шанчĕç. Уншăн уполномоченнăйсем пурте пĕр саслăн пулса сасăларĕç.
Пухура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
К.ЮРЬЕВ.