31 октября 2012 г.
«Сывлăх – чи хакли» темăпа иртнĕ Чăваш Сурăмĕнчи вулавăшра сывлăх сехечĕ. Чăнах та ĕнтĕ, сывлăх вăл – çыннăн нимĕнпе виçейми пуянлăхĕ. Паллах, ăна упрама та пĕлмелле. Сывлăх сехетне вулавăша çÿрекен ачасем те, çитĕннисем те хутшăннă. Вĕсем кунта сахал мар усăллине пĕлнĕ, сывлăха çирĕплетес, ăна упрас, харпăр хăйне йĕркеллĕ тытас, нумай çул пурăнас тĕлĕшпе лайăх канашсем илнĕ.
Г.ПЕТРОВ.