31 октября 2012 г.
Кăçалхи 8 уйăхра Чăваш Республикинче пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 914 ача нумайрах çуралнă (8,6 процент), вилнисем 519 ача (4,5 процент) чакнă.
Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсемсĕр пуçне республикăри кашни районпа хуларах ача çураласси ÿснĕ. Ку кăтарту Красноармейски, Элĕк, Елчĕк, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Патăръел, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче уйрăмах лайăх, Куславкка, Пăрачкав районĕсемпе Улатăр хулисенче пĕчĕкрех.
Асăннă тапхăрта ачасем вилесси пур муниципалитетсенче те иртнĕ çулхинчен чакни палăрать. Вилнисен сăлтавĕсем – юн çаврăнăшĕ улшăнни (43,9 процент), тулашри факторсем (13,4 процент), сывламалли орган чирĕсем (6,9 процент).
С.ПАВЛОВА,
статистика, сывлăха сыхлас, пурнăç шайĕ тата
кил хуçалăхĕсене тĕпчекен пай специалисчĕ.