03 ноября 2012 г.
Ялти культура центрĕнче çулсеренех юлашки шăмат кун кĕрхи уяв ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхинче те культура учрежденине çынсем йышлă пухăнчĕç. Фойене сарă-хĕрлĕ çулçăсемпе, йывăç тураттисемпе илемлетнĕ, «Салам, кĕркунне!» стена хаçачĕ кăларнă, «Кĕрхи марафон» илĕртÿллĕ конкурс программин сценарине хатĕрленĕ.
Уява ялти çамрăксем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Кĕрхи викторина иртрĕ. Владимир Брусников, Александр Саввов, Никита Евдокимов, Роза Егорова, Мария Давыдова, Алена Саввова, Анастасия Матвеева уйрăмах хастар пулчĕç. «Кĕрхи пейзаж», «Хăв юратакан çынна çитер», «Музыка саламĕ» конкурссем кăсăклă иртрĕç. Уяв пуçланиччен çул çитменнисемпе «Ан пултăр сигарет» калаçу ирттерчĕç.
Г.ПЕТРОВ.