АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕри апатран татăк тăмĕç

09 ноября 2012 г.

Шкулта вĕренекенсен сывлăхне сыхласси, вĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси – чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри. Вĕренÿ тытăмне модернизацилемелли мерăсен комплексне пурнăçланă май, çаксем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ ку ыйтупа ятарлă приказ кăларнă, районта хальхи йышши апат-çимĕç блокне туса хума никĕс шкулĕ вырăнне Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкула суйласа илнĕ. Кунта 2012-2013 вĕренÿ çулĕ пуçланиччен çуллахи тапхăрта апат-çимĕç блокĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Вĕренÿ тытăмне модернизацилемелли мерăсен комплексĕпе килĕшÿллĕн Элĕк шкулĕнчи апат-çимĕç блокĕ валли 1 миллион тенкĕлĕх технологи хатĕрĕсем килсе çитнĕ. Ку шутра: сивĕтекен шкафсем, мармит, пахчаçимĕçе вĕтетекен агрегат, чуста çăрмалли хатĕр, сĕтелсем, электричество плитисем, электроçатма, аш авăртмалли тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика