14 ноября 2012 г.
2012 çулхи чÿк уйăхĕн 12-23-мĕшĕсенче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» ятпа пĕтĕм Раççейри наркотиксене хирĕç кĕрешмелли акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕсем – наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне общественноçа хутшăнтарса пÿлесси, наркотикла япаласене сарассипе ĕçлекен çынсене тытса чарасси.
Элĕкри полици уйрăмĕнче 22-0-96, 22-2-44 номерсемпе шанчăк телефонĕсем ĕçлеççĕ. Унта наркотиксемпе çыхăннă пур информацие те пĕлтерме юрать.
А.ПАВЛОВ,
районти полици уйрăмĕн криминал
милицийĕн начальникĕ.