АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха çĕнтернĕ, аталанса вăй илнĕ

21 ноября 2012 г.

ЧАССР ЦИКĕн Указне тата ВКП (б) Чăваш обкомĕн йышăнăвне тĕпе хурса, 1927 çулхи сентябрьте оргкомитет (ертÿçи Яков Салтыков) тата райоргбюро (ертÿçи Яков Иванов) туса хунă. Çак икĕ демократилле орган 1927 çулхи октябрĕн 1 тата 2-мĕшĕсенче рабочисемпе хресченсен 1-мĕш съездне пухнă. Çав датăран Элĕк районĕ хăйĕн пурнăçлакан комиссийĕсемпе, ĕçлекен пайĕсемпе, правона сыхлакан структурипе, парти, комсомол, профсоюз органĕсемпе пуçланса кайнă. Ăна уессемпе вулăссен территори пайланăвĕсем вырăнне туса хунă. Район йĕркеленнĕ çулхине 183 ялтан тăнă, 58 ял Советне пĕрлештернĕ.

Элĕк сали пĕрре пăхнипех район центрĕ пулса тăман-ха. Унта çав тапхăрта 68 килте 271 çын кăна пурăннă. Çав вăхăтрах Мăн Вылăпа Вырăс Сурăмĕнче 1000-шер çын та ытларах шутланнă. Чăваш Сурăм район центрĕ тума илĕртÿллĕрех те пулнă. Унăн вулăсне малтан 72 ял таранах кĕнĕ вĕт. Ку тăрăхшăн Сурăм шывĕ те пысăк пуянлăх шутланнă. Анчах та район центрĕ пирки решени йышăннă чухне çав вăхăтри паллăрах, сумлăрах çынсем Элĕк вулăсĕнчен тухни палăрнă.

Тăван çĕршывăмăр пекех район та аталанчĕ, улшăнчĕ, йывăрлăхсемпе кризиссене çĕнтерсе пычĕ.

1928-1932 çулсем – промышленность аталаннă, ТОЗ-сем, колхозсем туса хунă, шкулсем, вулав çурчĕсем, клубсем çĕкленĕ тапхăр. Район халăх сывлăхне çирĕплетессипе те задачăсене ăнăçлă пурнăçланă.

Элĕк районĕ хăйĕн аталанăвĕнче 58 ял Советне, 154 колхоза, 52 шкула, 8 завода, 74 магазина, 3 комбината, кайăк-кĕшĕк фабрикине, сысна комплексне, «Сельхозтехника», «Сельхозхимия» пĕрлешĕвĕсене, 34 медицина пунктне, 55 клуба, 31 библиотекăна, 49 кино установкине, 17 çыхăну уйрăмне, 3 аэродрома пĕрлештерсе тăнă.

Элĕк районĕн çыннисем Аслă Отечественнăй вăрçă нушине те тÿссе ирттерчĕç. Сакăр пине яхăн çын Хĕрлĕ Çар ретне тăчĕç. Çав вăхăтра производство планĕсене те пурнăçласах пынă. Элĕк Ен вăрçă хыççăнхи çулсенче пур енĕпе те вăйлăн аталанма пуçланă. Радиотрансляци йĕркеленнĕ, электрификаци, газификаци вăй илнĕ, çĕнĕ фермăсем, пурăнмалли çуртсем ытларах çĕкленнĕ, çулсем тăвасси те сарăлсах пынă. Промышленноçа, ял хуçалăхне малта пыракан технологие анлăрах кĕртнĕ. Анчах та СССР арканнă хыççăн районта вунă çул таранах йывăрлăхсем пулнă. Вĕсене сирсе пырасси ертÿçĕсенчен нумай килнĕ.

85 çул – çыншăн самаях çулланнă вăхăт. Пирĕн хушăра район малтанхи тапхăрта мĕнле аталанса пынине курнă çын çук та ĕнтĕ. 12 ял тăрăхĕ, 17,5 пин çын, тĕрлĕ формăпа ĕçлекен 34 ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан, вĕсенчен 4-шĕ пысăкрах, 118 фермер, 13 шкул, шкул çулне çитейменнисен 3 учрежденийĕ, больница, вăйлă аталанса пыракан райпо, культурăпа спорт учрежденийĕсен сечĕ, почтăпа телеграф структури, энергие перекетлекен служба, влаç органĕсем – паянхи Элĕк Ен.

Эпир районтан тухнă паллă çынсемпе – генералсемпе, халăх тата тава тивĕçлĕ писательсемпе, артистсемпе, учительсемпе, врачсемпе, ĕçпе сăмах ăстисемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр.

Владислав ДУБИНИН,

район пуçлăхĕ - депутатсен Пухăвĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика