01 декабря 2012 г.
Чÿк уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче Çĕмĕрле хулинче СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕн Г.Н.Герасимовăн парнисемшĕн бокспа республикăри 16-мĕш турнир иртрĕ. Çавăн пекех çамрăк юниорсен (1995-1996 ç.ç.) Чăваш Республикин уçă чемпионачĕпе первенстви пулчĕ.
Элĕк районĕнчен асăннă мероприятисене çиччĕн хутшăнчĕç. 3 кун хушшинче 47 килограмлă виçере Çирĕккассинчи Евгений Шашкинăн Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар боксерĕсемпе вăй виçме тиврĕ. Пирĕн ентеш турнирта пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.
Элĕк шкулĕнче пĕлÿ илекен Анатолий Данилов финалта Çĕнĕ Шупашкар хулин чемпионĕпе курнăçрĕ. 3 раундлă çапăçура иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех Денис Мазилов та Улатăр боксерне выляса ячĕ, иккĕмĕш пулса тăчĕ. Çурма финалта Андрей Ермаков, Артем Семенов турнирта 3-мĕш вырăнсене тухнине çамрăк боксерсемшĕн япăх мар çитĕнÿ.
Чăваш Республикин уçă чемпионатĕнче тата первенствинче Элĕк юниорĕсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Евгений Ермаков 47 килограмлă виçере Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен çамрăкпа тĕл пулчĕ. Пирĕн боксер иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă Димитрий Григорьев каллех çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Турнирсене тухса çÿреме пулăшнăшăн, транспортпа тивĕçтернĕшĕн Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорне В.Н.Сергеева чĕререн тав тăватăп.
Владимир ГОРДЕЕВ,
тренер, СССР спорт мастерĕ.