08 декабря 2012 г.
«Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем тĕш тырă культурисене çулленех пысăк лаптăк çинче ÿстереççĕ. Паха вăрлăх хатĕрлессине те мала хураççĕ вĕсем. Кăçал та акмалли культурăсене йĕтем çинчех ака стандартне çитерессишĕн пысăк вăй хунă. Хуçалăхра вăрлăх пурĕ 4350 центнер хывса хăварнă, çав шутран 3250 центнерĕ ака стандартне ларать.
«Правда» хуçалăх кăтартăвĕ те япăх мар. Çитес çул акма çуртрисене 1280 центнер хатĕрленĕ пулсан, 1160 центнерĕ кондициллĕ. Шел пулин те, ытти хуçалăхсем паха вăрлăх хатĕрлессипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.
Н.АФАНАСЬЕВА,
РФ Ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ.