АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем паян çапларах, ыран..;

08 декабря 2012 г.

Раштавăн 3-мĕшĕ тĕлне суту-илÿ предприятийĕсенчи апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем çакăн пек пулнă: 1 килограмм чăх ашĕ – 114 тенкĕ (0,9 процент йÿнелнĕ), пĕр кило услам çу – 222 тенкĕ те 40 пус (хак унчченхинчен 0,4 процент чакнă). Купăстана та пĕчĕкрех хакпа туянма май пулнă – 8 тенкĕ те 30 пуспа. Паллах, таварĕ хушăнать – хакĕ те чакать.

Кунпа пĕрлех хăш-пĕр таварсен хакĕсем кăштах хăпарнă. Эппин, танлаштарса пăхăр: 1 литр тип çу халĕ 63 тенкĕ тăрать (хак 2,6 процент ÿснĕ), теçетке çăмарта хакĕ – 34 тенкĕ те 60 пус (унчченхинчен 6,8 процент хакланнă). Суту-илÿ предприятийĕсем пĕр килограмм сахăр песукне 27 тенкĕ те 60 пуспа сутнă (хак вăтамран 3 процент ÿснĕ). Рис кĕрпин 1 килограмĕ 33,8 тенкĕ пулнă (3,7 процент хăпарнă), вермишелĕн пĕр килограмĕн хакĕ 23 тенкĕ те 30 пуспа танлашнă.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем улшăнман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика