24 апреля 2013 г.
Анатри Юлăша пырса кĕнĕ çĕрте, лапамра, вăрăм шурă çуртсем илемлĕн курăнаççĕ.
Кунта «Новый путь» хуçалăхăн виççĕмĕш уйрăмĕнчи сĕт-çу комплексĕ вырнаçнă. Хĕрÿ
ĕç пыни аякранах палăрчĕ. Патнерех çитсен икĕ хĕрарăм тимлени куç тĕлне пулчĕ.
Кусем – Альбина Васильевăпа Людмила Кузьмина выльăхсене апатпа тивĕçтерессипе
кулленех тăрăшулăх кăтартаççĕ иккен. Хальхинче те вĕсем тырра михĕлесе лавпа
турттарса тухнă.
– Хутăш апат авăртма хатĕрленетпĕр. Унта утă-улăмне, сенаж-силосне тата ытти
тутлăхлă япаласене те хушатпăр, – хăпартланса пĕлтерчĕç вĕсем.
Çапла сăмахланă вăхăтрах трактор сасси илтĕнсе кайрĕ. Траншейăри ырă шăршăллă
кукуруза сенажне прицеп çине тиеме пуçларĕç. Икĕ агрегат ăмăртсах ĕçлеççĕ тейĕн.
Пĕри тиет, тепри авăртса вĕтетет. АКМ текенни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать
кунта. Мĕнпур выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă апатпа тивĕçтерет.
Ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштараканни вара сĕт-çу комплĕксĕн начальникĕ
Александр Орлов пулчĕ.
– Хутăш апата выльăхсем кăмăлласах çиеççĕ, çинчĕкне те хăвармаççĕ. Авă епле
вĕтĕ, нÿрĕлĕхлĕ, ырă шăршăллă вăл, витаминсемпе те пуян. Ăна республикăри
«Агроинноваци» ертÿçи Юрий Егоров та пысăк хак панăччĕ, – терĕ вăл витене
турттарса пынă апата аллине илсе кăтартса.
АКМ агрегат ĕнесене апата «сĕтелĕсем» çине хурсах парать. Анчах пурне те пĕр
пек виçепе мар. Хăйне май вăрттăнлăхĕ те пур юлăшсен. Анчахрах пăруланисене, сĕт
нумай антараканнисене ытларах параççĕ. Вĕсен апачĕ чылай пахалăхлăрах та иккен.
– Комплексра ĕнесене ултă ушкăна пайланă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнри
выльăхсем çине шанăç ытларах. Вĕсем сĕт нумай параççĕ, кусене лайăхрах
тăрантарассине йĕркелерĕмĕр. Кĕскен каласан, кашни ушкăн валли уйрăм рацион
хатĕрлетпĕр. Çапла вара АКМ агрегат витене ултă хутчен кĕрсе тухать, – каласа
пачĕ Александр Алексеевич. – Сума пăрахнă ĕнесене сĕтеклĕ апатсем пама юрамасть.
Вĕсен рационне типĕ апатсем кĕртнĕ. Унсăрăн пăру хăвăрт çитĕнет, ĕнесене
пăрулама йывăр пулать. Иртнĕ çулсенче, выльăхсене пĕр пек тăрантарнă чухне, ку
енĕпе инкекне те курнă. Кирлĕ пек тăрантарни вара пăтăрмахсене сирсе пыма
пулăшать, – хăйсен ĕçĕпе малалла паллаштарчĕ А.Орлов.
Пысăк йышра, паллах, пăрахăçламалли выльăхсем те тупăнаççех. Вĕсене, улттăмĕш
ушкăнрисене, ыттисенчен икĕ-виçĕ уйăх маларах уйăраççĕ те аша пама хатĕрлеççĕ.
Урăхла каласан, лайăхрах тăрантарассине йĕркелеççĕ.
Ĕнесен вити тулли, кунта 113 пуç шутланать. Сăвакан выльăхсен йышне, пĕлтĕрхи
çав вăхăтрипе танлаштарсан, ÿстернĕ. Сăвăм енĕпе те кăтарту лайăхланнă. Иртнĕ
çулхи январьте кашни ĕнерен 442 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, кăçал – 516
килограмм. Пĕтĕмĕшле сăвăм пĕлтĕр 48 тонна та 612 килогрампа танлашнă пулсан,
кăçал – 58 тонна та 355 килограмм. Курăнать ĕнтĕ, кăçал пĕлтĕрхинчен 10 тоннăна
яхăн ытларах сĕт суса илнĕ. Выльăхсене самăртассипе те ÿсĕм пур – 116 процент.
Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест. Çакăнта йышри 15 çыннăн тÿпи пысăк. Комплексри мĕнпур
ĕç-хĕл механизмсемпе автоматсем пулăшнипе пулса пыраççĕ. Хĕллехи тапхăрта 3
единица техника ĕçленĕ. Владислав Константинов, Александр Данилов, Николай
Борисов механизаторсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Выльăхсене
апатпа тивĕçтереççĕ, тислĕкне кăлараççĕ, территорие те тасатсах тăраççĕ вĕсем.
Дояркăсем вара ушкăнпа, пĕрле ĕçлеççĕ. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăваççĕ вĕсем.
Зинаида Багрова, Людмила Волкова, Ольга Павлова дояркăсем – опытлă ĕçченсем.
Ольга Дубинина техник-осеменатор шанăçне тÿрре кăларсах пынă. Январьте 11 пăру
илнĕ. Лев Сорокин, Николай Павлов слесарьсем механизмсене кирлĕ пек пăхса
тăраççĕ. Ĕне выльăхсене самăртассипе Елена Константиновăпа Ира Сорокина уйрăмах
пысăк ÿсĕм тунă – талăкри ÿт хушаслăха 1 килограмран та ирттернĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсен кăçал татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме сăлтав та пур. Вĕсен ĕç
укçине палăрмаллах ÿстернĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета