АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ тÿлевсĕррине саккунпа çирĕплетнĕ

08 мая 2013 г.

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне çĕнетсе улăштарасси çинчен нумай
калаçаççĕ. Еплерех ĕçсем туса ирттернĕ-ха ку таранччен пирĕн шкулсенче тата мĕн
кĕтет вĕсене малашне; Çак тата ытти ыйтусене ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин
министрĕ Владимир Иванов хуравлать.

– Владимир Николаевич, республикăра пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмне çĕнетессипе
иккĕмĕш çул тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Мĕн улшăнчĕ-ха çак тапхăрта;

– Вĕренÿ модернизацийĕн чи пĕрремĕш тĕллевĕ вăл – вĕрентекенсен ĕç укçине
ÿстересси тата шкулсене çамрăк специалистсене ытларах та ытларах илсе килесси.
Педагогсем нумайрах шалу илеççĕ – вĕренÿ пахалăхĕ те лайăхрах. Шăпах çак
тĕллевсене пурнăçламалли задачăна кăларса тăратрĕ те ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ
Михаил Игнатьев республика Правительстви умне. Тÿрех каламалла: ку енĕпе эпир
ăнăçлă ĕçлетпĕр. 2012 çулта педагогсен уйăхсеренхи вăтам ĕç укçи 15655 тенкĕпе
танлашрĕ, кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 17300 тенкĕрен иртрĕ. Çакă регионти
вăтам кăтартупа танлашать. Çакна та палăртса каласшăн: вĕренÿ тытăмĕнче
учительсен шалăвĕ çеç мар, ача-пăча садикĕсенчи воспитательсен, музыка
ĕçченĕсен, логопедсен, физкультура инструкторĕсен тата ыттисен те хăпарчĕ. Ку ĕç
малашне те çаплах пулса пырĕ.

– Каласамăр, кунсăр пуçне модернизаци программине мĕнлерех мероприятисем
кĕреççĕ, вĕсене пурнăçласси еплерех пулса пырать;

– Уйăрса панă укçапа шкулсен пурлăхпа техника, вĕренÿпе лаборатори никĕсне
çирĕплетме усă курнă. Ачасем халĕ хăтлă, илемлĕ классенче вĕренеççĕ. Шкул
автобусĕсен паркĕ çĕнелсе, пуянлансах пырать, вĕсене ГЛОНАСС тытăмне кĕртрĕмĕр.
Кашни шкултах – ку чухнехи компьютерсем, вулавăшсенче – çĕнĕ кĕнекесем.

Темиçе çул шкулсене тĕпрен юсама укçа уйăраймарăмăр. Пĕлтĕр вара çак тĕллевпе
271,1 миллион тенкĕ тăкакларăмăр: шкул çурчĕсен тăррисене, санузелсене юсарăмăр,
чÿрече хашакĕсене улăштартăмăр, инкек-синкеке пÿлмелли ĕçсем туса ирттертĕмĕр.

Ачасене апат çитерессипе сахал мар ĕçлетпĕр, хевтесĕррисене дистанци
аппарачĕсемпе вĕрентетпĕр. Тепĕр хут калатăп: паянхи пĕтĕм ĕçсем вĕренÿ
пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе пулса пыраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн
тăрăшаççĕ те ĕнтĕ учительсем, ку тытăма ертсе пыракансем.

– Владимир Николаевич, кĕскен – кăçалхи тĕллевсем çинчен.

– 2013 çулта та, пĕлтĕрхи пекех, шкул çурчĕсене тĕпрен юсассипе ĕçлемелле.
Çакна валли 144 200 миллион тенкĕ уйăратпăр. Учебниксем, ытти кĕнекесем туянма
196960 миллион тенкĕ каять. Компьютерсем, спорт хатĕрĕсем, автобуссем,
столовăйсем валли те укçа уйăратпăр. Çапла вара Чăваш Ен тата вырăнти
бюджетсенчен вĕренÿ тытăмне аталантарма 591, 7 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Паллах,
кун пирки кашни районпа килĕшÿ тăватпăр, кама мĕн чухлĕ укçа уйăрса памаллине
шута илетпĕр. Мĕншĕн тетĕр-и; Мĕншĕн тесен иртнĕ çул хăш-пĕр районсем тĕллевлĕ
укçапа тĕрĕсех усă курчĕç, теприсем мĕн палăртнине пурнăçламарĕç.

– Аслă классенче вĕренекенсен малашне укçа тÿлемелле пулать иккен.
Ашшĕ-амăшĕсем хытах шухăша кайнă...

– Пĕртте пăлханса ан ÿкĕр. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи
вĕренÿ тытăмĕ çинчен» çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Çак саккунăн 5-мĕш статйи шкула
çÿрекен пур ачасемшĕн те тÿлевсĕр вĕренÿ пуласси çинчен калать. Çак йĕрке
ÿлĕмрен те çаплах пулса пырĕ.

– Пирĕн çемьесенче шкула çÿремелли ÿсĕме çитменнисем те çитĕнеççĕ вĕт-ха.
Шăпăрлансемшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле;

– Çапла, хальхи вăхăтра ашшĕсемпе амăшĕсем садике çÿрекен ачасемшĕн вĕсене
тытса-вĕрентсе ÿстерме каякан тăкаксен 20 процентне тÿлеççĕ. Малашне çак виçе
улшăнать. Ÿлĕмрен пĕчĕккисене садике янăшăн 20 процент тÿлемелле пулмасть, çавăн
пекех садик çурчĕсене тытса тăнăшăн, юсанăшăн, воспитательсене шалу панăшăн пĕр
пус та кăларса хумалла мар. Апла пулин те шăпăрлансене апат çитернĕшĕн, вĕсене
пăхса-тĕрĕслесе тăнăшăн тÿлеме тивĕ.

Компенсаци пирки. Пирвайхи ачашăн 20 процент, иккĕмĕшшĕн – 50, виççĕмĕшшĕн –
70 процент тÿлеççĕ.

Сăмахăма вĕçлесе çакна пĕлтересшĕн: шкул çулне çитменнисене ача-пăча
садикĕсенче вĕрентсе-тытса тăмалли тÿлев виçисене вырăнти депутатсен Пухăвĕсенче
палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика