15 мая 2013 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине Элĕк районĕнче
анлăн паллă турĕç. Кашни ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç.
Вăрçă çулĕсенче районти 9115 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 4567-шĕ тăван
кĕтесе каялла таврăнайман. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăшманпа çапăçнисен шучĕ
çулсерен чакса пырать. Паянхи кун сывă пурăнакансем Çĕнтерÿ кунне хумханса кĕтсе
илчĕç.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапама халăх йышлă
пухăнчĕ. 10 сехетре савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ – депутатсен
Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов пурне те
Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕç, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă
та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç. Чăваш Республикин ял
хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов та уява килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев
ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕ. «Çĕнтерÿ кунĕ халăх
пурнăçĕнчи чи паллă пулăм», – терĕ Николай Петрович. Районти ĕçпе вăрçă
ветеранĕсен председателĕ А.Тимофеев Çĕнтерÿ йывăрпа туптаннине палăртрĕ. Элĕк ял
тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов ăшă сăмахсем каларĕ.
Уявăн тепĕр саманчĕ – театрализациленĕ композици. Ăна Элĕкри культурăпа кану
центрĕн ĕçченĕсем чуна тыткăнламалла кăтартрĕç. Унтан Афганистан вăрçине
хутшăннисем, çамрăк армеецсем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртме пуçларĕç.
Юлашкинчен уява килнисене Элĕкри культурăпа кану паркĕ йышăнчĕ. Кунта
Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умне вăрçă ветеранĕсем, ĕç коллективĕсен
представителĕсем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илейменнисене асăнса
пĕр минут шăп тăчĕç. Ветерансем валли уçнă хир кухнинче çĕнтерÿçĕсене вĕри
пăтăпа сăйларĕç.
Каçхине вара Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра уяв концерчĕ тата
фейерверк пулчĕ.
Ю.КОРНИЛОВ.