АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен те, ал ĕç ăсти те

15 мая 2013 г.

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕнче нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва
тухнă Галина Андреевна Иванова пурăнать. Вăл ачасене вĕрентсе воспитани парас
ĕçре 35 çул вăй хучĕ. Галина Андреевна Чăваш Сурăмĕнчи шкулта математика
предметне ертсе пычĕ. Çакна палăртни те вырăнлă: вăл директорăн вĕренÿпе
воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, класс ертÿçи пулса тимленĕ чухне хăйне чăн-чăн
педагог пек кăтартрĕ. Обществăлла ĕçре хастарччĕ, Ял Совечĕн депутачĕ те пулчĕ.
Вăл шкултан вĕренсе тухакан çĕршер ачана çирĕп пĕлÿ парса пурнăç çулне тĕрĕс
суйласа илме пулăшрĕ. Çавна пĕрлехи патшалăх экзамĕнĕсен кăтартăвĕсем те
çулсерен çирĕплетрĕç. Шкулти пархатарлă ĕçшĕн ăна пĕрре мар Хисеп хучĕсем парса
чыс тунă.

Анатри Юлăш хĕрĕ Пĕчĕк Шĕвĕшри Михаил Иванов çамрăкпа пĕр çемье
чăмăртанăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Çав тапхăрта Ивановсем кермен пек
пÿрт-çурт, хуралтăсем çĕклерĕç, икĕ ывăлпа хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине
кăларчĕç, виççĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшрĕç. Ывăлĕсем инженер профессине
суйласа илнĕ пулсан, Светлана врач пулса çынсене сыватассипе тимлет.Халĕ виçĕ
мăнук савăнăç кÿрет. Çемье пуçлăхĕ тăван хуçалăхра механизаторта, выльăх-чĕрлĕх
фермисене механизацилес енĕпе инженерта чылай çул ĕçлерĕ. Юлашки вăхăтра Чăваш
Сурăмĕнчи вăтам шкулта газооператорта вăй хурать.

Галина Андреевна тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн çемье килти хушма хуçалăха
аталантарассипе тимлет. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетсе тупăш
илеççĕ, пахча-çимĕç ÿстереççĕ. Галина Иванова пулталуллă вĕрентекен пулнипе
пĕрлех, ал ĕç ăсти те. Чăваш Сурăм библиотеки çумĕнче йĕркеленĕ «Ал ĕç ăстисем»
кружока çÿрет. Кăçал кăна вăл 15 кофта, çăм çиппинчен 20 тапочки, вуншар мăшăр
алсиш-чăлха çыхнă. Çавăн пекех темиçе калпак та эрешленĕ. Унăн капăр япалисене
час-часах куравсенче асăрхама пулать.

– Ал ĕçĕсĕр пурăнаймастăп, унсăр пурнăç та кичем пулĕччĕ, – хавхаланса
пĕлтерчĕ Галина Иванова.

Петр ЕФИМОВ,

Чăваш Сурăм ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика