27 мая 2013 г.
Ачасен каникул кунĕсем пуçланиччен шутлă вăхăт юлчĕ. Çуллахи тапхăрта
çитĕнекен ăрăвăн канăвне йĕркелес тĕллевпе районти вĕренÿ пайĕнче мĕн туса
ирттерме палăртнă; Вĕренекен усăсăр унта-кунта çÿресе право йĕркине пăсас
хăрушлăх çук-и; Çакăн çинчен вĕренÿ пайĕн методисчĕпе Людмила Алексеевна
Кузнецовапа калаçрăмăр.
– Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Элĕк районĕнчи 10 вĕренÿ
учрежденийĕнче шкул çумĕнчи сывлăх лагерĕсем йĕркелеме палăртнă. Карачурари тата
Тенири тулли мар вăтам шкулсенче, Питĕшкассинче юсав ĕçĕсене пула кун йышши
лагерьсем ĕçлемĕç. Мĕншĕн тесен çуллахи каникул вăхăтĕнче Карачурара чÿречесем,
Тенире çурт тăррине, Питĕшкассинче пластик кантăксем вырнаçтарма, спортзала
пĕтĕмĕшле юсама палăртнă.
– Асăннă лагерьсене миçе çулхи ачасене тата мĕне кура илеççĕ; Канăва
йĕркелеме укçа çителĕклех уйăрнă-и;
– Шкулсем çумĕнчи лагерьсенче кăçал пĕтĕмпе 500 ача сывлăхне çирĕплетĕ.
Вĕсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш класран пуçласа 14 çула çитичченхи вĕренекенсем.
Бюджетран ачасене апатлантарма 725 пин тенкĕ уйăрса панă. Çитĕнекен ăру 21 кунра
кунне икĕ хутчен апатланĕ. Апат хакĕ 69 тенкĕпе танлашать.
Лагерьте канакансен йышĕнче ятарлă хушупа килĕшÿллĕн шкулта аван ĕлкĕрсе
пыракансем, тăлăх, усрав ачасем, нумай ачаллă çемьесенче ÿсекенсем, право
йĕркине пăсма пултаракансем пур. Çавăн пекех полици уйрăмĕнче, шкулта учетра е
районти çула çитменнисен комиссийĕнче сăнавра тăракансем те сипленеççĕ.
– Вĕренекенсем кану тапхăрне мĕнле ирттереççĕ;
– Шкулсем çумĕнчи сиплев лагерĕсен ĕçне палăртакан плансене тахçанах
çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Вĕренекенсем 8.30 – 14.30 сехетчен тĕрлĕ конкурс-вăйăсене
хутшăнаççĕ. Спорт мероприятийĕсем тăтăшах пулĕç. Сăмах май каласан, çитĕнекен
ăрăва районти «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне те илсе килĕç.
Вĕренекенсене ишме хăнăхтарас тĕллевпе кÿршĕллĕ районсенчи спорт комплексĕсене
те илсе тухма палăртнă. Тĕрлĕ конкурссем йĕркеленипе çеç çырлахмĕç, сиплĕ
курăксем пухĕç.
Çакна та палăртмалла, «Юнитекс» пĕрлешÿ çулсерен çуллахи каникул тапхăрĕнче
сывлăх лагерĕсенче канакан ачасен спартакиадине йĕркелет. Виçĕ тапхăрпа иртет
вăл. Пĕлтĕр Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем район чысне хÿтĕлерĕç, тĕрлĕ
турнира хутшăнса дипломпа парнене тивĕçрĕç.
– Людмила Алексеевна, ачасем район тулашĕнчи лагерьсенче канма пултараççĕ-и;
– Паллах. Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенче вырнаçнă
лагерьсем кĕтсе илме хатĕр. Унта канас тĕллевлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем районти
вĕренÿ пайне заявлени çырнă. Çемье тупăшĕ мĕнле пулнине тĕпе хурса путевкăсен
хакĕн 20 тата 30 процентне çеç тÿленĕ. Путевка хакĕ – 10680 тенкĕ пулсан, 20
процентлисем – 2136 тенкĕ, 30 процентлисем – 3204 тенкĕпе танлашнă тÿлев. Ыттине
патшалăх саплаштарнă. Район тулашĕнчи лагерьсенче шкулта пĕлÿ илекен 80 ача
канать. Вĕсенчен чылайăшĕ Шупашкар районĕнчи «Салют» тата Сĕнтĕрвăрринчи «Белые
камни» лагерьсене суйланă.
Кунсăр пуçне районти 55 вĕренекен ЧР сывлăха сыхлас, социаллă хÿтлĕх
министерстви тивĕçтерекен путевкăсемпе лагерьсенче сывлăхне çирĕплетĕ. Асăннă
путевкăсемпе канма каякансен ашшĕ-амăшĕ 5 процентне – 534 тенкĕ çеç тÿлет. Ку
çăмăллăхпа ача-инвалидсем, тăлăхсем, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче ÿсекен ачасем,
право йĕркине пăсма пултаракан çула çитмен çамрăксем усă кураççĕ.
– Çуркуннехи тата кĕркуннехи каникулсенче ачасен вăхăтне усăллă ирттерме
палăртса мĕнле ĕçсем тунă;
– Кăмăл пуррисем çуркуннехи каникул тапхăрĕнче «Чайка» лагерьте 10 кун
канчĕç. Районти тĕрлĕ шкулти 24 ача сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Çакăн валли района
959 пин те 500 тенкĕ укçа уйăрнă. Асăннă суммăна пĕтĕмĕшпех тăкаклама
ĕлкĕреймен. Çавăнпа та çитес вĕренÿ çулĕнче кĕркуннехи каникулта шкулта пĕлÿ
илекенсен тепĕр ушкăнĕ те сывлăхне çирĕплетĕ.
– Ачасен канăвне усăллă та интереслĕ йĕркелессипе мĕнле те пулин çĕнĕлĕх
кĕртме палăртман-и;
– ЧР вĕренÿ министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çитĕнекен ăрăва уй-хирти пурнăç
условийĕсене хăнăхтарас, вĕсен çирĕплĕхне туптас, тĕрлĕ мероприятисене явăçтарас
тĕллевпе палата лагерĕ йĕркеленĕ. Районти шкулсенчи 20 команда Мăн Вылăри вăтам
шкул сачĕн территорийĕнче пĕчĕк хула йĕркеленĕ. 230 ачана райпо кунне пилĕк
хутчен апатлантарнă. Çак тĕллевпе 247 пин те 200 тенкĕ уйăрнă.
Эльвира КУЗЬМИНА.