27 мая 2013 г.
Çĕр улмине техникăпа уя турттарса тăракансем те, ăна лартакансем те тăрăшса
ĕçлени тÿрех палăрчĕ. Исаев фермер хăй те ĕçлекенсемпе пĕрлех. Вăл вĕсен ĕçне
йĕркелесе тăрать.
– Кашнинех ырлас килет, ир пуçласа каçхи сакăр-тăхăр сехетчен те ĕç
вырăнĕнчен уйрăлмаççĕ, – терĕ Геннадий Исаев фермер.
Тахçанхи «Спутник» сысна комплексĕ çумĕнчи уйра шăв-шав кунĕпе те татăлмасть.
Лартакан агрегат çинчи çĕр улми пĕтсе çитнĕ çĕре вăрлăх тиенĕ трактор пырса та
тăрать. Фермер патĕнче ĕçлекенсем ăна сажалка çине пушатаççĕ. Вăрлăх çитет,
маларахри вăхăтра çĕр улмие суйласа хунă. Халĕ акă куллен лартаççĕ. «Иккĕмĕш
çăкăра» лартнă чухне çĕре удобрени те, колорадо нăрринчен хÿтĕлемелли шĕвек те
хывăнать. Ку ĕçе рабочисем те контроллеççĕ. Андрей Капаров тракторист агрегата
пĕр тикĕс ĕçлеттерет.
– Ку уйра «иккĕмĕш çăкăр» çĕр çирĕм гектар майлă йышăнĕ. Хыççăн тепĕр вырăна
куçăпăр, – пĕлтерет фермер.
Тĕрлĕ сорт çитĕнтерме пăхнă. Исаев фермер кăçал çурхи культурăсен лаптăкне
пысăклатнă, 150 гектар акса хăварнă.
К.ЮРЬЕВ.