27 мая 2013 г.
Çак статьяна 60-мĕш тата 70-мĕш çулсенче ĕçленĕ ĕçтешсем сĕннипе çыратăп.
Иртнĕ ĕмĕрте ĕçшĕн çунакан вĕри чĕреллĕ, халăхшăн тăрăшакан çынсем нумай пулнă.
Вĕсенчен пĕри вăл Элĕк районĕн больницин тĕп врачĕнче ĕçленĕ Ионикия
Владимировна Борисова. Вăл Чăваш Республикин тата РСФСР-ăн тава тивĕçлĕ врачĕ.
Унăн кĕске биографийĕ Элĕк энциклопедийĕн пĕрремĕш томĕнче пур. И.Борисова Элĕк
районне кĕрекен Тури Выла ялĕнче 1924-мĕш çулта çуралнă. Ялти шкулта вĕренсе
вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн 1949-мĕш çулта Хусанти медицина институтне кайса кĕрет.
Врач дипломне илнĕ хыççăн вăл малтан Советскинче, унтан Элĕкри санэпидеми
станцийĕнче тĕп врачра ĕçлет. 56-мĕш çултан пуçласа Элĕк тĕп больницинче тимлет.
Малтан врач-терапевтра тăрăшать, унтан ăна тĕп врач тилхепине те тыттараççĕ. Вăл
мĕн пенсие тухичченех тăрăшулăх кăтартать.
Эпĕ ăна Элĕк районне куçса килнĕренпех лайăх пĕлетĕп, нумай обществăлла
ĕçсене пĕрле хутшăнма тÿр килнĕ. Районта иртекен тĕрлĕ семинарсенче тата район
совечĕн сессийĕсенче Ионикия Владимировна час-часах санитарипе гигиена,
инфекцилле чирсемпе кĕрешес ыйтусемпе калаçатчĕ. Вăл вăхăтра ялсенче мунчасем
сахал пулнăран социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсем анлă сарăлнăччĕ. Çавăнпа вĕсемпе
кĕрешес тĕлĕшпе унăн нумай вăй хурса ĕçлеме тÿр килнĕ.
Республика шайĕнче те хăйĕн ĕçĕпе палăрнă вăл. Ăна район совечĕн депутатне
пĕрре çеç мар суйланă. Сессисенче яланах вăл тухса калаçатчĕ. Уйăрса панă вăхăт
çитместчĕ, хушма паратчĕç. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене çитсе вĕсен
ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслетчĕ. Çула май яланах ял советне кĕрсе пирĕнпе калаçусем
пуçаратчĕ, сĕнÿсем паратчĕ. Акă 1974-мĕш çулта кивĕ фельдшер пункчĕн çуртне
çĕнетесси пирки хамăн шухăша пĕлтертĕм. Вăл килĕшрĕ. Эпĕ укçи-тенкине мĕнле
майпа тупассине пĕлтертĕм. Çав çулхинех Шупашкар хулинче вырнаçнă пĕр
предприятирен кирпĕч çителĕклĕ турттарса килтĕмĕр. Тепĕр çулхине çурта купаласа
та лартрăмăр. Паллах, фельдшер пунктне тума Ионикия Владимировнăпа Иван
Васильевич депутат нумай пулăшрĕç. Кунашкал тĕслĕхсене татах та илсе кăтартма
пулать.Манăн атте иртнĕ вăрçăран иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса таврăнчĕ. Вăрçăра
вăл виçĕ хут йывăр аманнă. Сывлăхĕ хавшакран час-часах чирлетчĕ. Больницăна илсе
кайсан яланах ăна Ионикия Владимировна палатине вырнаçтаратчĕç. 1979-мĕш çулта
юпа уйăхĕн вĕçĕнче каллех чирлесе ÿкрĕ. Больницăна вырттартăмăр. Вăл вăхăтра,
каçхине çанталăк сивĕрех пулнипе, палатăсенче вутă хутса ăшăтайманнипе аттен
сывлăхĕ татах та хавшарĕ, киле каялла илсе кайма йăлăнма пуçларĕ. Эпĕ Ионикия
Владимировнăран мĕн тумаллине ыйтрăм. Вăл мана атте кĕçех пурнăçран уйрăлса
кайма пултарасси çинчен каларĕ. Эпĕ ăна йăтса тухса машина кабинине кĕртсе
лартрăм. Аттен куçĕсем шывланчĕç. «Манăн çутă тĕнчерен уйрăлас вăхăт çитрĕ
пулас» – терĕ. Киле çитсен тепĕр эрнерен вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Анчах та Ионикия Владимировнăна мĕн чунĕ тухичченех ырăпа асăнса пурăнчĕ.
1966-мĕш çулта Чăваш АССР, 1973-мĕш çулта РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕсен ятне парса
хаклани пире те савăнтарчĕ.
Районта пурăнакансен унăн ырă ятне нихăçан та манăçа кăларас марччĕ. Кăçал,
чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче, вăл çуралнăранпа 90 çул çитет. Эпĕ районăн тĕп больницине
унăн ятне пама сĕнетĕп. Ман шутпа, районти депутатсен çак ыйтупа тивĕçлĕ йышăну
тумалла. Больницăн пĕр пÿлĕмĕнче музей кĕтесĕ тусан та аван пулмалла. Асăну хăми
те çакмалла.
В.АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ, ĕç ветеранĕ.