31 мая 2013 г.
Аслисем ĕçре чухне пепке ăçта, мĕн тăвать; Хăрушлăх вĕсем урамра чухне çеç
мар, килте компьютер умĕнче ларнă самантра та сиксе тухма пултарать. Сăлтавĕ –
çитĕнекен ăру Интернета çав тери кăмăллани, унăн тĕрлĕ сайчĕпе паллашни.
Çивĕч çак ыйтăва çĕклесе Чăваш Ен Информаци политикин тата Вĕрентÿ
министерствисем ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне ирттернĕ. Мероприяти видеоконференци
мелĕпе йĕркеленнĕ. Ăна уçнă май информаци политикин министрĕ Валентина Андреева
ашшĕ-амăшне çуллахи вăхăтра ачасен тĕлĕшпе сыхă пулма, вĕсене Интернет урлă
пулакан преступленисенчен хÿтĕлеме майсем шырамашкăн чĕнсе каларĕ. Ашшĕ-амăшне
ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлемелли çинчен Чăваш Енри ача прависене
хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Роскомнадзорăн Чăваш Енри
Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова каласа кăтартрĕç.
Федерацин «Ачасене вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿрекен информацирен
хÿтĕлесси çинчен» саккунĕ 2012 çулхи авăн уйăхĕнче вăя кĕчĕ. Вĕренĕвĕн пĕр
çулĕнче ку енĕпе мĕнле те пулин ырă улшăну пурри е çукки пирки калаçма шăпах
вăхăт терĕç видеоконференци йĕркелÿçисем.
Интернетпа усă курнă чухне пулакан теветкеллĕхрен ачасене сыхлас тĕллевпе
республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Паянхи кун тĕлне ачасен пăхма юраман
информациллĕ сайтсен пĕрлехи реестрне хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Сетьсенче пулакан
правăна хирĕçлĕ контентсем пирки пĕлтермешкĕн «хĕрÿ лини» хута кайнă. Ача-пăча
психикине сиенлетекен информацирен хăтăлас текен ашшĕ-амăшĕ валли Раççейре 3 çул
ытла «Онлайн ачисем» пулăшу линийĕ ĕçлет.
Роскомнадзор тĕпчевĕсем тăрăх – 2012 çул тĕлне сайтсен страницисенчен 40
проценчĕ – пăхма юраман сайтсен реестрне наркотиксем пирки çырнă информацишĕн,
30 проценчĕ – суицид çинчен хыпарланăшăн, 10 проценчĕ ача-пăча порнографийĕпе
паллаштарнăшăн кĕнĕ.