АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă ĕмĕт çунатлантарать

31 мая 2013 г.

Юманлăх ялĕнче пурăнакан Сергей Федоров çамрăклах информатикăна ытларах
кăмăлланă.

– Ехремкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Виталий Путеров ирттерекен
уроксене чун туртатчĕ. Компьютерпа питĕ интересленеттĕм. Унпа ĕçлеме хăвăртрах
хăнăхас килетчĕ, – аса илчĕ шкулта вĕреннине каччă.

Сергей Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ професси лицейĕнче ăс пухать. Икĕ çул хыççăн
диплом илет. Часах ĕç вырăнĕ те тупăнать. Элĕкри нотариус çумĕнче малтанхи
утăмсем тунă Юманлăх çамрăкĕ, пĕр çулталăк кунти ĕç хучĕсене типтерлĕ йĕркелесе
пынă.

2007 çултанпа районти вĕренÿ пайĕнче Сергей Рувимович. Ăна кунта информаципе
коммуникаци технологийĕн инженерĕ пулма шаннă. Вăл вара яваплăха туйса, тивĕçе
ăнланса тимлет.

– Компьютера лайăх пĕлет, – терĕ Э.Николаев ертÿçĕ.

Çирĕм çиччĕри яш пĕлтернĕ тăрăх, районти 13 шкулта 413 компьютер таранах
шутланать иккен. Урăхла каласан, кашни 5 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивет.

– Юлашки виçĕ çулта кăна 230 компьютер туяннă. Кăçал ку таранччен çĕнĕрен 76
единица хушăнчĕ, – хыпарларĕ çамрăк инженер.

Çавăн чухлĕ техникăна пăхса тăрасси, пĕр тикĕс ĕçлеттересси шăпах Сергей
Рувимович çине тиеннĕ те.

Компьютера хăвăрт йĕркене кĕртме пĕлет. Канмалли кунсенче шкулсене çитессине
те йăлана кĕртнĕ. Вĕсенче кăна-и – хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче те
пулать.

Вăл тăван ялĕн пурнăçне мĕн ачаран юратнă, çавна май таçта аякка кайма вуçех
те шутламан. Иртнĕ тапхăрта Юманлăх клубĕ вăхăтлăха ĕçлеме пăрахнă. Ку пулăмпа
килĕшме пултарайман яш. Ялти художество пултарулăхĕн коллективĕн ĕçне çĕнĕрен
чĕртсе ярассишĕн пысăк вăй хунă.

– Аслăрах çулхисемпе клуба пухăнатпăр. Йыш хушăнсах пыни кăмăла çĕклет. Халĕ
ĕçпе юрă уявне хатĕрленетпĕр, – пĕлтерчĕ Сергей Рувимович.

Çамрăк аслă пĕлÿ илме çирĕп тĕллев лартнă.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика