АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеш Чăваш Ен Пуçлăхне тав тунă

12 декабря 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Совет Союзĕн Геройĕнчен, Севастополь хулине хÿтĕлеме хутшăннă паттăр летчикран çыру килнĕ.

Мухтавлă ентеш хăйне Совет Союзĕн Геройĕ ята панăранпа 70 çул çитнине халланă савăнăçлă мероприятисем йĕркеленĕшĕн чĕререн тав тăвать. «Пĕтĕм наградăсемпе парнесемшĕн, савăнăçлă мероприятисене хутшăннисем, çав шутра Эсир те каланă ăшă сăмахсемшĕн питех те пысăк тав. 97 çула çитсе эпĕ пурнăç пĕлтерĕшне тепĕр хут лайăх туйса илтĕм, чăннипе чăваш çĕрĕ çинче пулнă пекех шутларăм, ентешсемпе пĕрле пулса хамăн пĕчĕк тăван çĕршывпа – Чăваш Енпе çыхăну яланах çирĕппине туйрăм», – çырать вăрçă ветеранĕ.

Совет Союзĕн Геройĕ – Самушка ялĕнчен, 40 çул Мускавра пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Мирон Ефимов тÿпери 500 ытла çапăçăва хутшăннă. Хăй кăна тăшманăн 17 самолечĕпе 19 танкне, темиçе карапне, çĕршер машинине пĕтернĕ. Вăл темиçе хутчен те амăннă, самолетра çуннă. Фронтра вăл ертсе пыракан полка «хура вилĕм» тесе ят панă. Мирон Ефимович мĕн Аслă вăрçă чарăничченех штурмлакан авиаполк командирĕ пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика