АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисене пулăшатпăр

12 декабря 2012 г.

Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче Вăрнарти халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центра (Элĕк сали) ĕç шыраса 704 çын пынă. Çав йышран хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем – 21 процент, организацисене пĕтернипе тата штата кĕскетнипе ĕçсĕр юлнисем – 5,7, уйрăмах социаллă хÿтлĕх кирлĕ категорири граждансем (нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕсем, инвалидсем, ирĕкрен хăтарнă çĕртен килнисем, çар службинчен таврăннисем) – 5,1 процент. Центра пулăшу ыйтма пынисенчен 48,9 проценчĕ – хĕрарăмсем, 34 проценчĕ – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 2,8 проценчĕ – пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансем.

2011-2013 çулсенче Чăваш Республикинчи çынсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе ведомствăри тĕллевлĕ программăна пурнăçлас енĕпе мерăсем йышăнса, кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 655 çынна ĕç тупса панă. Çав шутран 182-шне яланлăхах ĕçе вырнаçтарнă, 87 çынна обществăлла ĕçсене, 12-шне вăхăтлăх ĕçе янă, 3-шне, вăтам професси пĕлĕвĕн вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулхисене те, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ.

14-18 çулсенчи çула çитмен 330 çамрăка вĕренÿ вăхăтĕнчи пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç панă. 19 çынна Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçсĕр юлнă 1 çынна, уйрăм предприниматель шучĕпе регистрацилесе, 800 тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ панă. Предпринимательство ĕçне йĕркелеме 3 çынна 58,8 пин тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ. Республикăри ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлемелли тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр инвалида хуралçăна, тепĕр нумай ачаллă ашшĕне слесаре, виççĕмĕшне, ача-инвалида пăхакана, водителе вырнаçтарнă.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ĕçе вырнаçтаракан центрта учетра тăракан ĕçсĕррисем 45 çын шутланаççĕ.

А.ПЕТРОВА,

ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центăрăн директор çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика